Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яла аталантарма – хушма укçа

Яла аталантарма – хушма укçа

РФ Президенчĕ Владимир Путин «Единая Россия» парти яла аталантарма 6 миллиард тенкĕ укçа уйăрма сĕнÿпе тухнине ырласа йышăннă.

Çак укçа-тенке ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртме, çĕнĕ инфраструктура объекчĕсене ĕçе кĕртме тата ял ипотеки валли усă курмалла. Парти пуçарăвĕ пирки партин дума фракцийĕн ертÿçи Сергей Неверов Министрсен Кабинечĕ Патшалăх Думинче кашни çул тăвакан отчечĕ умĕн /апрелĕн 28-мĕшĕнче/ Михаил Мишустин премьер-министрпа тĕл пулнă чухне пĕлтернĕ.

«Ведомствăсем хушшинче тивĕçлĕ килĕшÿсем пуласса эпĕ шансах тăратăп. Çак программа питех те кирлĕ, унпа усă курса çак вăхăтчен 45 пин çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Ку чухне тата 35 пин çемьене пулăшма май пулмалла. Паллах, çак тĕллеве пурнăçа кĕртме хамăр енчен мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех тăвăпăр», – тенĕ Президент майăн 13-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code