Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăсем мĕн калаççĕ?

Цифрăсем мĕн калаççĕ?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Тунтикунхи канашлусенче тĕрлĕ сферăра е общество ĕçĕнче палăрнисене чысласси час-часах пулса пырать-ха. Хальхинче вара шкул ачисен республикăри Спартакиадинче çĕнтернĕ аслă ушкăнри хоккеистсене сума сурĕç. Николай Петрович кашни çĕнтерÿçе Тав хучĕпе тата укçан премипе чысланă май, малаллахи тапхăрта та Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕлеме ырă сунчĕ. Команда тренерĕ – Александр Адюков çавăн пекех 10 пинлĕх, команда вара хоккей инвентарĕ туянма 100 пинлĕх сертификатсене тивĕçрĕç. Хоккеистсене район-хулари ăмăртусене тухса çÿреме ырă кăмăллă çынсемсĕр те кансĕр. Ун пеккисем пурах. Вĕсенчен пĕрин – Александр Гаврилов уйрăм пайтаçăн ĕçне те район администрацийĕн пуçлăхĕ пысăка хурса хакларĕ.

Канашлура тĕрлĕ тытăмри ертÿçĕсем хăйсем ертсе пыракан коллективсен 2019 çулхи ĕç-хĕлне кĕскен пĕтĕмлетрĕç.

Зарема Князева, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ:

– Культура учрежденийĕсем ĕлĕкхипе хальхи ырă йăла-йĕркене пĕтĕçтерсе тăракан центрсем шутланаççĕ. Унăн паянхипе малашлăхне те унта çÿрекенсем татса параççĕ. Иртнĕ çул кăна вĕсенчи мероприятисене 156333 çын пырса курнă. 31 культура çурчĕпе клубра 209 кружок ĕçленĕ.

Пĕлтĕр хăш-пĕр объектсене тĕпрен юсассине аван йĕркеленĕ, кăçал вара тепĕр 9-шĕ «черетре тăраççĕ». Юсав ĕçĕсем библиотекăсенче те пулĕç.

Вулавăшсем пирки калас пулсан, вĕсенчи кĕнеке фондĕнче 248277 экземпляр шутланса тăрать, 1204-шĕ – вулакансем парнеленисем. 60 тĕрлĕ хаçат-журналпа тивĕçтернĕ, 23 библиотекăна 9-шар издани тивет. Хаçат-журнал çырăнма вырăнти бюджетран 87809 тенкĕ уйăрнă.

Вулав юхăмне анлăлатса пынисĕр пуçне, вĕсенче халăха право, социаллă, юридици информацийĕпе тивĕçтересси те йĕркеленсе пырать. 97 çынна компьютерпа ĕçлеме вĕрентнĕ, 265 консультаци ирттернĕ. 8 библиотекăра «пĕр чÿрече» йĕркипе ял халăхне патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсемпе туллин усă курма май параççĕ…

Ирина Аникина, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ:

– 6 çынран тăракан коллектив халăха социаллă пулăшу парассине адрес принципĕпе тата вĕсен кирлĕлĕхне кура пурнăçласа пырать. Отчетлă тапхăрта кунти специалистсем 34 тĕрлĕ çăмăллăхшăн укçа тÿлемелли ĕçе йĕркелесе пынă, унăн пĕтĕмĕшле сумми 99 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă нухратпа 8495 çын уйăхсерен усă курнă. Вĕсен шутне федераци тата регион çăмăллăхçисем, сахал тупăшлă çемьесем, ача пособийĕ, коммуналлă тăкаксемшĕн субсиди илекенсем кĕреççĕ. Çавăн пекех кашни уйăхра регион çăмăллăхçисене – тыл ĕçченĕсене /1044 тенкĕ/, ĕç ветеранĕсене /1100 тенкĕ/, таса ята тивĕçнисене /2634 тенкĕ/ социаллă пулăшу парăнать. Ĕç ветеранĕсене унсăр пуçне стационар телефонĕпе усă курнăшăн та уйăхсерен 90 тенкĕ тÿленет.

Иртнĕ çул районти нумай ачаллă 255 çемьене удостоверени панă. Ку тĕлĕшпе Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ.

Пай ĕçченĕсем пĕлтĕр 5442 çынна хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă, граждансен 47 пухăвне хутшăннă, ятарлă 26 мероприяти йĕркеленĕ, райхаçатра 31 статья пичетленĕ. Чылай ыйтăва НФЦ урлă та татса парать: 23 процент. Патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе – 5 процент…

Татьяна Адюкова, МВК «Экоцентр» ОООн клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ:

– Çĕнĕ япала малтанхи тапхăрта яланах калаçтарать, тавлаштарать. Хытă каяш пуçтарасси, площадкăсем вырнаçтарасси те çапла марччĕ-и; Халĕ ку тĕлĕшпе çивĕч ыйтусене татса панă ĕнтĕ. Кашни уйăхăн 20-мĕш кунĕччен пулăшушăн çийĕнчех тÿлесе тăмалла çеç. Кăçалхи июль уйăхĕчченхи тариф – 47, 56 тенкĕ. 2019 çулхи 2-мĕш çур çулпа танлаштарсан, районти ялсенче пурăнакансен 14 тенкĕ, Елчĕксен 29,20 тенкĕ чакнă. Çулталăк вĕçне пирĕн тăрăхран 32637 кубла метр çÿп-çап турттарса тухнă. Апла тăк пулăшушăн тÿлесех пулать. Район шайĕпе ку кăтарту 82 процент шутланать, ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем малта– 90 процент. Регион операторĕ вара парăмçăсемпе ĕçлессине те тĕпе хурать, вăл миравай суда ыйтупа тухнисен хисепĕ паянхи кун тĕлне 254.

Экологи хăрушсăрлăхне ÿстерсе пырас, полигона килсе тăракан каяш виçине чакарас тĕллевпе 2020 çул вĕçнелле хула округĕсенче, 2021 çулта вара ăпăр-тапăра пĕтĕм республикипе уйрăмшарăн пухма тытăнма тĕллев лартнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code