Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялсенче – тилĕсем

Ялсенче – тилĕсем

Коронавирус амакĕ парăнма шутламасть-ха. Ăна «юлташа» пирĕн тăрăха тепĕр эпидеми килес хăрушлăх та пур.

Ялсенче, çав шутра район центрĕнче те – урамсенче, кил-хуçалăх çывăхĕсенче тилĕсем кăнтăрлах ирĕклĕн çÿренине час-часах асăрхама пулать. Пăшăрханма сăлтав çук мар, мĕншĕн тесен вĕсем хур-кăвакалсене сахал мар йăкăртнă ĕнтĕ. Çынсене, уйрăмах пĕчĕк ачасене тапăнсан мĕн курăпăр? Хуçасăр йытăсене тĕп тума юраманнине илтнĕ-ха, тилĕсене те çавсен шутне кĕртнĕ-ши?

Австралире, пĕр вăхăт кроликсем ĕрчесе кайнăран, наци инкекĕ пулса тăнăччĕ. Тилĕсем çавăн пек хăрушлăх кăларса ан тăратчăр кăна.

Ял çыннисем ыйтнипе – С.ПЕТРОВ.
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code