Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр связист

Паттăр связист

– Сан телейÿшĕн, санăн пурăнас кунушăн вăрçăран сывă таврăнма пÿрчĕ пуль мана шăпа, – çапла каланă атте эпĕ тĕнчене килсен.

Манăн атте – Дмитрий Степанович Карсаков Вăрăмхăва ялĕнче 1917 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче – Христос çуралнă кун тĕнчене килнĕ. Вăрçа 1941 çулта июль уйăхĕнче тухса кайнă. Анне – София Андреевна Карсакова /Абдулкина/ Лаш Таяпа хĕрĕ пулнă, медсестра пулса тăрăшнă. Вăл атте вăрçа кайнă чух Коля ывăлĕпе тăрса юлнă. Анчах та Коля йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă.

Дмитрий Карсаков коммуниста фронтра телеграфпа строительствăн 836-мĕш уйрăм ротăн отделенин командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Çÿллĕ те яштака пÿллĕ чăваш арĕ хăй умне лартнă пур задачăна та тивĕçлипе пурнăçланă. Вăрçăран вăл II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе таврăннă. Пурăннă чухне вăрçă пирки питех калаçмастчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче – Аслă Çĕнтерĕве халалланă митингран таврăнсан вара куçĕсем шывланатчĕç.

– Эх, мĕн тери лайăх ачасем пуçĕсене хучĕç вăрçăра, – пуçне енчен енне сулласа çапла калатчĕ хăй тăтăшах.

Аттене панă награда хутне Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин сайтĕнче шыраса тупма май килчĕ. Унта çапларах çырнă: «Младший сержант Карсаков Д.С. при выполнении боевых задач по строительству и обслуживанию постоянных линий неоднократно показывал примеры мужественности и самоотверженности. В мае 1942 года, работая на обслуживании линии на участке, рискуя жизнью под артиллерийским огнем, команда Карсакова Д.С. по 3-4 раза на день восстанавливала разрушенную снарядами и бомбами связь. 5 марта 1943 года во время строительства постоянной линии в районе Красково участок подвергался массированному артобстрелу противником. Мл. сержант Карсаков Д.С., несмотря на разрывы снарядов, продолжал работать до тех пор, пока линия не была построена. Одновременно в процессе работы по строительству команда Карсакова Д.С. восстановила в 15-20 минут 4 массовых разрушения действующей связи, задача по строительству была выполнена на 10 часов раньше срока. Тов. Карсаков Д.С. представляется к награде орденом «Отечественной войны 2-ой степени».

– Вут-çулăм витĕр хырăмпа шуса çыхăнăва тăваттăмăр, – çапларах аса илетчĕ атте.

Вăл вăрçăран 1947 çулта таврăннă. Мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: кладовщик, аслă конюх, ферма заведующийĕ, сутуçă. Анне бригадирта, ача сачĕн заведующийĕнче, кладовщицăра тата сутуçăра ĕçленĕ. Коля хыççăн 1948 çулта эпĕ çут тĕнчене килнĕ. Унтан Петя, Люся, Юрка, Вова çуралнă. Ачисем ÿссе çитĕнсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă, вĕсем тĕрлĕ профессипе тăрăшнă тата тăрăшаççĕ: фельдшер, фармацевт, водитель, милиционер…

Мирлĕ пурнăçшăн паттăррăн кĕрешнĕ атте яланах пирĕн асăмăрта.

Г.ОСИПОВА.
Тĕмер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code