Республикăра ачасене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ.
Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕччен, пырать. Çак тапхăрта ачасене паттăрсем пирки каласа кăтартаççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, çавăн пекех музейсенче экскурсисем йĕркелеççĕ.