Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чыслă, хисеплĕ пурнăçпа…

Чыслă, хисеплĕ пурнăçпа…

Январь уйăхĕ Сăрьел ялĕнче пурăнакан Сунгатуллинсен çемйишĕн пысăк пулăм илсе килчĕ — кил хуçи Фарит Закирович хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Сумлă ватта саламлама Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕ Ю.Алексеев, «Энтепе» ООО ертỹçи А.Васильев, ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Ф.Идиятуллин, культура çурчĕн заведующийĕ З.Салахутдинов пухăнчĕç. Килнĕ хăнасем юбилярăн пархатарлă ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕç, сумлă парнесемпе тата ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă Фарит Закировичăн аса илмелли нумай пулчĕ.

1933 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă вăл. Ку çулсенчи ытти ачасем пекех пурнăç йывăрлăхне туйса ỹснĕ. Ачаллах ĕç çумне çыпăçнă — мĕнле ĕç хушнă, çавна пурнăçланă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн аслисемпе тан колхоз ĕçне хутшăннă. 1952 çулта çамрăкăн çара кайма ят тухнă, унта 3 çул ытла пулнă. Яла таврăнсан хуçалăхра механизаторсем çитменнине ăнланса Канашри СПТУна вĕренме каять каччă, тракторист-машинист специальноçне алла илсен тăван тăрăха таврăнса хуçалăхра ĕçлеме пуçлать. Комбайн штурвалĕ умне те ларать вăл.

Пурнăçне ялпа çыхăнтарнă ĕçчен çемье йĕркелеме кирлине лайăх ăнланать. Ялти хитре хĕре Нурзиян Фархутдиновнăна мăшăр пулма ыйтать. Ырми-канми ĕçлекен çамрăк мăшăр ватăсемпе килĕштерсе пурăнать. Часах çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килет. Анчах та аслă ывăлĕ, çемьен пысăк савăнăçĕ, сасартăк аптăраса ỹксе 2,5 çулта пурнăçран уйрăлать. Ачасăр çурт илемĕ те, çемье ăшши те çук тенĕ мĕн авалтан. Çавна май мăшăр йышлă ача çуратма ĕмĕтленет. Юратура Ркия, Зевдет, Рузия, Земил, Резине çуралаççĕ. Ачасене тивĕçлĕ ỹстерме условисем туса парас тесе 1968 çулта Сунгатуллинсем 5 стеналлă пысăк пỹрт хăпартса лартаççĕ. Кил хуçи çулла комбайнпа тырă вырса çапма хутшăнать, хĕлле тракторпа вăрман кăларма каять, ăна турттарать те. Мăшăрĕ хуçалăхра тĕрлĕ ĕç тума хутшăнать. Сăрьел ялĕнче унран лайăх икерчĕ-пỹремеч тата ытти çимĕçсем пĕçерекен пулман та теççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ ирттермелле пулсан ятарласа Нурзиян аппаран пĕçерме ыйтнă.

Ĕçчен çынна ял савать тенĕ ваттисем. Колхоз ертỹлĕхĕ ĕçчен мăшăрăн ырми-канми ĕçне асăрхамасăр юлман — тивĕçлĕ наградăсем хуçисене шыраса тупнă. Сунгатуллинсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ. Фарит Закировича «Хисеп Палли» орденпа, ВДНХн пăхăр медалĕпе наградăланă, вăл «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсене тивĕçнĕ.

Сунгатуллинсен çемйи ялта чи сумлисенчен пĕри. Пилĕк ачине те ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр, пурте çемьеллĕ, çуртлă-хваттерлĕ, кирлĕ професси суйласа илсе çĕршыва юрăхлă пулнă. Ашшĕпе амăшне 9 мăнук парнеленĕ тĕпренчĕкĕсем, 13 кĕçĕн мăнукĕ тĕнчене килнĕ. Юлашки 5 çулта аслисене ачисен пулăшăвĕ кирлине туйса аслă хĕрĕ Ркия хуларан яла куçса килет, ашшĕ-амăшне канлĕ ватлăх туса парас тесе тăрăшать. Ялти ывăлĕ Земил те хăйĕн мăшăрĕпе ватăсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, сывлăхне пăхсах тăраççĕ.

Сумлă мăшăр апрель уйăхĕнче 67 çул пĕрле пурăннине уявлама хатĕрленесшĕнччĕ. Анчах та пỹрменнине илеймĕн. Шел пулин те, Фарит Закировичăн 90 çулне Нурзиян аппа 6 кун пурăнса çитеймерĕ, 89 çулта пурнăçран уйрăлчĕ хĕрарăм.

Чăн-чăн арçын тумалли тивĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă Фарит Закирович: çурт лартнă, ывăлсем çитĕнтернĕ, йывăçсем ỹстернĕ. Сывлăх та канлĕ ватлăх сунаççĕ ăна халь ачисем, тăванĕсем.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code