Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — вăй

Пĕрлĕхре — вăй

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ «Салтак валли — ăшă» юхăма районти кашни ялтах халăх хастар хутшăнать.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи халăх та ку сăваплă ĕçрен аякра тăмасть. Кашниех вăй çитнĕ таран пулăшать: килте çыхнă нускисем, перчеткесем, ăшă тумтирсем, апат-çимĕç, укçа-тенкĕ парса. 89 çулхи «Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ З.Овчинникова 9 мăшăр нуски çыхса пачĕ. Çавăн пекех З.Тарасова, Р.Сапожникова, З.Александрова, А.Николаева, О.Портнова хăйсем çыхнă нускисене тата укçа парса пулăшрĕç. Л.Александрова тимленипе «Санти» лавккара салтаксем валли япала пуçтарас ĕç малалла пырать.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Сăн ỹкерчĕкре: З.Овчинникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code