Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăх иксĕлмест

Хастарлăх иксĕлмест

«Салтак валли — ăшă» акцие Шăмалаксем те хастар хутшăнаççĕ.

Ялта çуралса ỹснĕ хастарсем çак кунсенче республикăн тĕп хулинчен сурăх çăмĕ илсе килсе парсан, хĕрарăмсем кĕске вăхăтра çăм арласа çип хатĕрлерĕç, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли 86 мăшăр çăм нускипе виçĕ пỹрнеллĕ (салтаксем хăйсем çапла ыйтнă) перчеткесем çыхса хатĕрлерĕç.

— Хамрăн ентешсене анчах мар, ыттисене те пултăр. Çĕршыв ывăлĕсем — пурте пирĕн ачасем, — теççĕ вĕсем нускисене тата та çыхнă май.

Венера УСАНОВА,
ялти библиотека ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code