Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçри ăнăçу вĕсенчен нумай килет

Ĕçри ăнăçу вĕсенчен нумай килет

Ял хуçалăх отраслĕ экономикăн тĕп тĕкĕрĕ пулса тăракан муниципалитет округĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, каламасăрах паллă, малти вырăнта. Фермăсенчи ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесси тата çĕнĕ мелсене алла илесси зоотехниксенчен, ветеринари ĕçченĕсемпе фермăсен коллективĕсене ертсе пыракансенчен нумай килет.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи ку тытăмра вăй хуракан çак сăн ỹкерчĕкре сăнарланнă вăтам сыпăкри ертỹçĕсем «Победа» ООО никĕсĕ çинче иртнĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен районти канашлăва хутшăннă. Кунта вĕсем хут çинче çырăннă кăтартусемпе анчах паллашман, «Победа» ОООн ферминчи çĕнĕ йышши витесенче пулса курнă, ĕçтешĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă май, пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхĕпе те паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code