Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ

Пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа паян Патреккел çyмéнчи колхоз садéнче пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Сăмах май, Николай Петров пирĕнтен 2020 çулта йывăр чире пула çамрăкла уйрăлса кайрĕ. Вăл чылай çул ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ, каярах шкулта тăрăшнă. Юрлама ăстаскер мĕн çамрăкран Патреккелти халăх хорне çÿренĕ, уйрăм ансамбльте юрланă. Унăн ырă та çутă сăнарĕ, тăванĕсен, тус-юлташĕсен тата ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

«Прогресс» хуçалăхăн садĕнчи кÿлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи тата кÿршĕ ялсенчи — Элекçeй Тимеш, Акчел, Аслá Eлчéк, Елчéк — çынсем, Патáрьел районéнчи пулáçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. «Чи нумай пулă тытакан» номинацире Михаил Клементьев, «Чи пысăк пулă тытакан» номинацире Николай Петров (Патреккел) çĕнтерчĕç. Чи вĕтĕ пулă Илья Долгов (Патáрьел районéнчи Алманчáран) вăлтине çакланчĕ. Пĕрремĕш пулă хуçи Владимир Доброхотов пулса тăчĕ. Алексей Воронцов (Патреккел) пуринчен малтан пăр çинче шăтăксем шăтарса мала тухрĕ. Вĕсене пурне те парнесемпе чысларĕç.

Ăмăртура чи çамрăк тата чи аслă пулăçсене те те уйăрса хăвармарĕç, çавна май Акчелĕнчи Олег Николаев, Патреккелĕнчи Владимир Доброхотов уйрăм призлă пулса тăчĕç.
Патреккел халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов, Борис Клементьев, Валерий Левый хор членĕсем, Юрий Петров, Аслá Eлчéкри хастар пулáçсем Владимирпа Виталий Ореховсем ăмăртăва хутшăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Уçă сывлăшра пиçнĕ пулăпа какай шÿрпине кашниех кăмăлласа астиврĕ.

Пулăçсен ăмăртăвне Н.Петровăн Александрпа Дмитрий ывăлĕсем, аппăшĕн ывăлĕсем Геннадипе Александр Воронцовсем йĕркелерĕç. Вячеслав Сардаевпа /Акчел/ Александр Чернов /Аслă Елчĕк/ çĕнтерÿçĕсем валли хаклă парнесем уйăрчĕç, пулăçсем хăйсем те пулăшуран аякра юлмарĕç.

Áма́рту саманчéceм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code