Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çарта водитель пулнă

Çарта водитель пулнă

Сахал калаçса нумай ĕç тăвакан, тараватлă та сăпайлă çын тесе хаклас килет Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Петр Теренина. 60 çултан каçнă пулсан та унра çамрăклăх вут-хĕмĕ сỹнмен-ха. Çара кайиччен Тĕрлемесри бухгалтерсен курсне пĕтернĕскер, алла ручка мар, киçтĕк тытнă. Ỹкерме юратнине кура хуçалăхрах художник-оформитель пулма сĕннĕ. Ун алли витĕр вара тĕрлĕ стенд, пĕлтерỹ хăми, агитаци плакачĕ, фотоэкран черетленсе тухнă. Драма кружокне çỹренĕрен, декорацисене те вăлах хатĕрленĕ. Çав хушăрах чунĕ ыйтнипе çут çанталăка, ял çыннисен пурнăçне сăнарланă.

Унăн ĕçĕсене паян чылай çĕрте курма пулать. Шкул çумĕнчи музейра та йышлă вĕсем. Сăмах май, аваллăх управçине те хăйĕн пек икĕ хастарпа — Петр Сметанинпа тата Анатолий Михеевпа — пĕрле йĕркеленĕ.

Петр Аркадьевич музея халĕ те пăхсах, пуянлатсах тăрать, картинисемпе çеç мар, хăй йывăçран касса ăсталанă тата çунтарса эрешленĕ, тăмран туса сăрланă япалисемпе те. Илемлĕх тĕнчине ачасене те явăçтарнă май, музейра вĕсем калăпланă ĕçсем те тивĕçлĕ вырăн тупнă. Кутузов, Чапаев кỹлеписем таранах.

Ăсталăха ỹстерсех, малалла аталантарсах пымаллине шута илсе Петр Аркадьевич 1986-1991 çулсенче Мускаври Искусствăсен халăх университетĕнче харăсах икĕ факультетра — фото-киноискусство тата графикăпа ỹнер — куçăн мар майпа вĕреннĕ.

— Çав çулсенче ялта питĕ нумай сăн ỹкерчĕк турăм. Мускава та ярса параттăм, — каласа парать ỹнерçĕ.

П.Теренин ялта чиркỹ тăвас ĕçе те хастар хутшăннă. Купола хăех сăрланă. Пачăшкă сĕннипе 1992 çулта Варнава митрополитран турăшсем çырма пил илнĕ. Хальхи стиле тĕпе хурса çуллă сăрăпа усă курнă вăл. Турă Амăшĕн сăнне, Иисус Христоса пăталанине, «Спас Нерукотворный», «Моление о чаще» турăшсене, çветтуйсене çырнăскер, Иконостаса та хăех ăсталанă. Шел, пушар тухнăран унăн ĕçĕсем пĕри те сыхланса юлман. Халĕ Лаш Таяпара çĕнĕ чиркỹ ĕнтĕ, Петр Аркадьевич унта та хăйĕн тỹпине хывнă.

П.Теренинăн пурнăçĕнче çар служби хăйне уйрăм йĕркепе çырăннă. Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕскер, 1979-1981 çулсенче «Урал-375» автомашинăран пачах уйрăлман. Çар тивĕçне Чехословакире, унтан Казахстанри, Украинăри çар чаçĕсенче ирттернĕ. Асăннă тапхăрта Ставрополь крайĕнче тыр-пул пухса кĕртме те хутшăннă.

Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă, тăрăшать те 62-ри ентешĕм. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Культура министерствин, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе, Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвĕпе, «За благие дела» тата ытти медальпе чысланă.

Н.ПАВЛОВ,
Германире службăра тăнă ветерансен округри канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code