Кӗҫӗн Таяпари культура ҫуртӗнче Педагог тата наставник ҫулталӑкне халалласа пысӑк уяв иртнӗ.
Йӗркелӳҫӗсем — культура ӗҫченӗсем Кӗҫӗн Таяпари,Таяпа Энтринчи,Каркаларти шкулсенче,»Таябинка» ача сачӗнче вӑй хунӑ учительсемпе воспитательсене, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ ытти ҫынсене йыхравланӑ.
Пухӑннисене территори пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Ильина саламланӑ. «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблӗ, Юрий Кашкӑр, Наталийӑпа Вениамин Муллинсем, Леонид Колсановпа Владимир Матвеев хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.
Наставниксем ӑшпиллӗ тӗл пулӑва тулли кӗрекере малалла тӑснӑ.