Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушартан, ейỹрен сыхланар

Пушартан, ейỹрен сыхланар

МЧСăн республикăри тĕп управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 200 ытла пушарта 20 çын вилнĕ, 25 çын сусăрланнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен самай пысăк. Пирĕн округра кăçал 2 пушар (пĕлтĕр — 4) регистрациленĕ.

Пушарсене ытларах кивелнĕ электропроводсемпе юсавсăр кăмакасем сăлтавлаççĕ. Граждансем ỹсĕрле пирус туртнă май та пушар тухать. Инкексен пысăк пайĕ январьти шартлама сивĕсем вăхăтĕнче нумай пулнă.

Кĕçех ейỹ тапхăрĕ пуçланать. Çавна май шыв-шуртан сыхланасси çивĕч ыйту пулса тăрать. Çанталăк ăшăтса пынă май гидротехника сооруженийĕсенче шахтăсемпе юхтармалли пăрăхсем пăрпа тулса ларас, бетонпа çĕр хушшине шыв сăрхăнас, плотина урлă шыв юхас хăрушлăх пысăк. Çавна май шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывассипе, вĕсене пăртан тасатассипе, яланхи дежурство йĕркелессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code