Суббота, 13 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çын тата саккун

Çын тата саккун

Çивĕч ыйту

«Коррупци çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленỹллĕ. Çапах та унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кỹрет.

Коррупципе кĕрешесси пирĕн республикăра çивĕчрен те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Власть органĕсем — Чăваш Республикин Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Контрольпе шутлав палати, министерствăсемпе патшалăх комитечĕсем асăннă ыйтупа çапларах ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн ларăвĕсенче нормативлă право акчĕсен проекчĕсене пăхса тухать, Патшалăх Канашĕ саккунсем йышăнать, çав шутрах коррупцие хирĕçле сферăсенчи саккунсене те. Чăваш Республикин Контрольпе шутлав палати — патшалăх укçи-тенкине, республика бюджечĕн укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курнине тата расхутланине тĕрĕслекен орган. Пĕр сăмахпа палăртсан, вĕсем пурте коррупци çулне пỹлес тĕллеве мала хураççĕ. Вĕсен çумĕнче патшалăх служащийĕсем патшалăх службин ĕç-хĕлне пурнăçланă чух палăртнă требованисене çирĕп пăхăннине тĕрĕслекен комиссисем йĕркеленнине те палăртмалла.

Чăваш Енре коррупци çулне пỹлес тĕллевпе Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен Координаци канашĕ те ĕçлет.

Тухтăр рецепчĕсĕр?

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине эмеле тухтăр рецепчĕсĕр сутнăшăн фармацевтсене — 20 пин тенкĕлĕх, аптека хуçисене 200 пин тенкĕлĕх штрафласси çинчен калакан саккун проектне пăхса тухма тăратнă.

Тĕп улшăнусем фармацевтсен ĕçне пырса тивĕç. Хальхи вăхăтра эмел çаврăнăшĕн саккунне пăсни çинчен калакан кодексăн 14.4.2 статйипе килĕшỹллĕн эмелпе суту-илỹ тумалли йĕркене пăхăнманшăн граждансене 1,5-3 пин тенкĕ, должноçри çынсене — 5-10 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 20-30 пин тенкĕ штраф параççĕ.

30 çулччен

Мартăн 13-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин призыв ỹсĕмне улăштарасси пирки калакан саккун проектне пăхса тухма тăратнă.

Ăнлантарса çырнинче палăртнă тăрăх, призыв ỹсĕмĕ темиçе тапхăрпа хăпарса пырĕ. 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен — 19-30 çулсенчи, 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен — 20-30 çулсенчи, 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен 21-30 çулсенчи граждансене çара илĕç.

Çак вăхăтрах 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн 18 çул тултарнă яшсем салтака саккун проектĕнче палăртнă вăхăтран маларах хăйсен ирĕкĕпе кайма пултараççĕ. Çавăн пекех саккунлă сăлтавсăр призывпа çар ретне тăман 27-30 çулсенчи граждансен, кăмăл пулсан, служба тивĕçĕсене пурнăçлама каймашкăн ирĕк пур.

РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу 2022 çулхи декабрь вĕçĕнче призыв ỹсĕмне 18 çултан 21 çула çитиччен хăпартма, çар ретне тăма юрăхлă ỹсĕме 27 çултан 30 çула çити ỹстерме сĕннĕччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code