Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ вăхăт пуçланчĕ

Хĕрỹ вăхăт пуçланчĕ

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă округри агроинженери канашлăвне пухăниччен ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков ертсе пыракан комисси хальхи вăхăтра кашни ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет.

Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, çак вăхăтчен вĕсем Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм территори пайĕсене кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса курма ĕлкĕрнĕ. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче, тĕпрен илсен, ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнпур енĕпе тĕплĕн хатĕрленнĕ: 329 тонна (пĕтĕмпе кирлинчен 160 процент чухлĕ) пахалăхлă вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те ытлашшипех (пурĕ 60 тонна) хатĕрленĕ, техника тĕлĕшĕпе илсен пĕр чăрмав пулмалла мар, вĕсене ĕçлеттерме кадрсем çителĕклĕ.

Владимир Чернов фермер та кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрать. Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче черетлĕ акана хатĕрленсе çĕнĕ сеялка, элита вăрлăхсем («Бурлак» çурхи тулă — 25, «Ульяновец» пăрçа 14 тонна) туяннă.

«Прогресс» АХОра та элита вăрлăхсемпе усă курассине мала хураççĕ. Çапла майпа кунта кăçал вĕсене 220 тонна туяннă.

Хальхи вăхăтра округĕпе илсен акма кирлĕ вăрлăх 100 проценчĕпех ака кондицине тивĕçтерет. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем пĕтĕмпе кирлин 127 проценчĕ шутланаççĕ, минераллă удобренисене 90 процент чухлĕ кỹрсе килнĕ.

Тĕрĕссипе каласан, аграрисем уй-хире тухнă ĕнтĕ, ĕç кунран-кун вăй илсех пырать. Ĕнерхи кун тĕлне «Рассвет» ЯХПКра нумай çул ỹсекен курăксене — 200, «Победа» ОООра 100 гектар минераллă удобренисемпе апатлантарнă. «Прогресс» АХОпа «Комбайн» ЯХПКра кĕр тыррисене минераллă удобренипе апатлантарма тухнă.

(Хамăр корр.)

Сăн ỹкерчĕкре: тĕрĕслев комиссийĕ Ленин ячĕллĕ ЯХПКра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code