Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев: «Халăхăн ыйтăвĕсене шута илмесĕр тăмалла мар»

Олег Николаев: «Халăхăн ыйтăвĕсене шута илмесĕр тăмалла мар»

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансемпе «Тỹрĕ лини» ирттерчĕ. Икĕ сехете яхăн пынă мероприяти пĕтĕмĕшле 16-мĕш пулнă.

Кăçалхи «Тỹрĕ линин» трансляцийĕ техника кăлтăкĕсене пула темиçе минутлăха татăлчĕ. Кун пирки: «Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухĕç, пĕтĕмлетỹсем тăвĕç», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Пĕтĕмпе 1000 яхăн ыйту тухнă, вĕсенчен 400 ытла — колл-центр, 300 ыйту — Яндекс-форма, 300 яхăн социаллă сетьсем урлă. Олег Николаев 30 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. Вĕсенчен пĕри — Комсомольски муниципалитет округĕнче пурăнакан хĕрарăмран: «Манăн анне Кабалин ячĕллĕ микрорайонта пурăнать. Кунта, пусăм пĕчĕк пулнăран, шыв çỹлти хутра пурăнакансен хваттерĕсене çитеймест. Çĕрле пулкалать-ха, анчах хăш-пĕр чухне çеç. Водоканалпа округ администрацийĕнче ыйтăва татса парассишĕн тăрăшмаççĕ. «Вĕсен пурте лайăх», — теççĕ. Анчах шыв çук…»

Олег Николаева муниципалитет влаçĕсен тимсĕрлĕхĕ тарăхтарса янă, вăл эфир вăхăтĕнчех Комсомольски муниципалитет округĕн пуçлăхне Александр Осипова шăнкăравларĕ, лару-тăрăва ăнлантарса пама ыйтрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Пĕтĕмлетỹсем тăвăпăр. Должноçри çынсем вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене шута илмесĕр тăмалла мар. Тĕплĕн тишкерĕпĕр, кирлĕ пулсан хăш-пĕр ертỹçĕсем тĕлĕшпе уйрăм йышăну та пулĕ», — тесе палăртрĕ.

Эфирта çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисен членĕсене пулăшу парас, медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тата тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтусем тимлĕхре пулчĕç.

Регион управленийĕн Центрĕн мониторингĕн кăтартăвне шута илес пулсан, социаллă сетьсенче республика çыннисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр, тухтăрсем патне электронлă майпа çырăнасси, хăтлăх ĕçĕсен… ыйтăвĕсемпе ытларах кăсăкланни сисĕнет.

Олег Николаев «Тỹрĕ линие» янă пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмассине шантарчĕ. Граждансен ыйтăвĕсене татса парассинче министерствăсемпе ведомствăсем те, муниципалитет округĕсем те çине тăрса ĕçлеме кирлине палăртрĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

«Тỹрĕ линие» пирĕн округран ятсăр çыру урлă çакăн пек ыйту тăратнă:

«Мĕншĕн Елчĕк районĕнче хĕллехи вăхăтра çул-йĕр питĕ япăх? Мĕншĕн заказчик — округ администрацийĕ енчен тĕрĕслесе тăрасси çук? Пĕтĕм фактсене Елчĕк районĕн прокуратури тата Чăваш Ен Минтрансĕ çирĕплетеççĕ».

Ыйту çине округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх начальникĕ Николай ПЕТРОВ хуравлать:

— Округри автомобиль çулĕсене пăхса тăрассипе ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество ĕçлет. Хĕлле сивĕ çанталăка тата çумăр çунине пула япăхланнă çулсене йĕркене кĕртес тĕллевпе 12 единица техника явăçтарнă, 3304 тонна ятарлă хăйăр хутăшĕ сапнă. Анчах Чăваш Ен Транспорт министерствин лаборатори тĕрĕслевĕн пайĕнче тишкернĕ хыççăн асăннă материал кирлĕ требованисене тивĕçтермен.

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ подрядчик тĕлĕшпе икĕ хутчен (18.01.2023 ç.; 21.02.2023 ç.) предписани тăратнă. Контракта тивĕçлипе пурнăçламаншăн 80 531,50 тенкĕ пени хушса панă.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлусенче автоçулсемпе çыхăннă ыйтусене тăтăшах пăхса тухаççĕ, çавăн пекех вырăна тухса та тишкереççĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ малашне çакнашкал çитменлĕхсен çулне пỹлмеллине, çанталăкăн кирек хăш условийĕсенче те кăлтăксене пĕтерме хатĕр пулмаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code