Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пиччĕшĕпе шăллĕ

Пиччĕшĕпе шăллĕ

Çĕнĕ çĕре — вăрман тăрăхне

Тĕмерте çуралса ỹснĕ Михаилпа Яков Сапожниковсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Йĕпреç районĕнчи Огонек ятлă поселок-выселокран тухса кайнă. Çавăнпах Тĕмерте лартнă палăк çинче вĕсен хушамачĕсем çук. «Астăвăм» кĕнекисене иккĕшĕ те Йĕпреçрен вăрçа кайса вилнисен тата вăрçа хутшăннисен списокĕсемпе кĕнĕ. Пĕртăвансем Йĕпреç тăрăхне мĕнле лекнĕ-ха? Вĕсен кун-çулĕ мĕнле килсе тухнă? Çакна пĕлме Йĕпреç районĕн 2011 çулта тухнă кĕске энциклопедин, «Астăвăм» кĕнекисен Йĕпреç районĕнчи салтаксене халалланă кăларăмсен Интернетри электрон варианчĕсене, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Память народа», «Подвиг народа» сайтсенчи материалсене тишкертĕм, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Александр Сапожников 20 çул каяллах аслашшĕн, ашшĕн тетĕшĕсем çинчен каласа панисене çырса хунă кивĕ блокнота вуласа тухрăм. Нумаях пулмасть Тамара Кириллова кукашшĕ, куккăшĕсем, вĕсен çемйисем пирки каласа панисем те усăллă пулчĕç.

Йĕпреçрен 4 çухрăмра вырнаçнă Огонек поселокĕ 1922 çулта йĕркеленме пуçланă. Пирвайхи ял хуçалăх артельне хресченсем 1924 çулта чăмăртанă. 1930 çул тĕлне вăл çирĕпленсе çитнĕ. Вăрман варринчи выселокра ку вăхăт тĕлне 13 çемье çеç пулнă-ха.

Йĕпреç тăрăхĕ вăрманпа пуян. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çĕр ĕç культури йĕркелес тĕллевпе юрăхлă лаптăксем хатĕрленĕ. Ĕмĕрĕпе çурт-йĕр çавăрмалли йывăç материалсем, хутса ăшăтма вут-шанкă çитменнипе нушаланнă Елчĕк тăрăхĕнчи çынсем çĕнĕ вырăна влаçсем чĕннипе куçса кайма тытăннă. Çак йышра Тĕмерте пурăннă Петр Ефимович Ефимов-Сапожников (1883-1965) хăйĕн мăшăрĕпе Хветуçпа, çитĕнсе çитмен Яков (1921), Клавдия (1923), Виктор (1927) ачисемпе тата Михаил (1910) ывăлĕ хăйĕн çемйипе пулнă. Петр Ефимовичăн Василий ывăлĕ тата Кĕтерне хĕрĕ çак вăхăт тĕлне çемьеленсе ача-пăчаллă пулма та ĕлкĕрнĕ, хăйсен çурт-йĕрĕпе Тĕмерте пурăннă. П.Ефимов-Сапожникова çĕнĕ çĕре куçса кайма хистекен тепĕр сăлтав та пулнă. Вăл, 1-мĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскер, ялта чи малтан кантăр çăвĕ юхтарма вĕреннĕ. Кунсăр пуçне кил-хуçалăхĕнчех сăран тума вĕренсе çитнĕ, унтан ут хатĕрĕсем ăсталанă, атă çĕленĕ, ят çĕрĕсем çинче тухăçлă тыр-пул, çĕнĕ культурăсем акса-лартса çитĕнтернĕ, икшер лаша, ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх тытнă. 1929-1930 çулсенче колхозсем йĕркеленме тытăнсан Тĕмерте тĕреклĕ хуçалăхсене ял хуçалăх налукĕсем пысăк хунă, укçи-тенкине перекет банкне ирĕксĕрлесе хывтарнă, çурт-йĕрсене, выльăхсене туртса илнĕ. Армансем, çирĕп хуçалăхсем тытнă Иван Александров, Петр Нестеров çемйисен пурлăхĕсене туртса илнĕ, çемйисене Çĕпĕре янă. П.Ефимов, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Сапожников хушамат илнĕскер, выльăх-чĕрлĕхне, ытти чылай пурлăха хăй ирĕкĕпе колхоза панă, унтан хăйĕн тата Михаил çемйипе Йĕпреç тăрăхне тухса кайнă. Хăйĕн тĕп килне Степан Кириллова качча тухнă Кĕтерне хĕрне парса хăварнă.

Михаил Ефимович

Ефим Петровичăн аслă ывăлĕ колхозсем йĕкеленнĕ вăхăт тĕлне çемье çавăрнă: Комсомольски районĕнчи Виçкас Сĕнтĕр ялĕн хĕрне илнĕ. Çĕнĕ çĕре куçса кайиччен вĕсен икĕ ача (Аннăпа Евдокия) çуралма ĕлкĕрнĕ. Каярахпа тата иккĕн (Тольăпа Нина) çут тĕнчене килнĕ.

Çĕнĕ вырăна куçса килекенсене çурт-йĕр çавăрма чăрмавлă пулман. Патшалăх та укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшнă, теççĕ. Хастарлăхĕпе Елчĕксем ыттисенчен юлман. Ниме мелĕпе пĕрремĕш çулхинех çĕнĕ çуртсем çавăрнă, каярахпа хуралтăсене тунă.

Вăрман тăрантарнă та, тумлантарнă та. Мăшăрĕпе иккĕшĕ колхозра та ырми-канми тăрăшнă. Анчах тăнăçлăха вăрçă йăлтах арпаштарса янă. Арçынсене фронта илме тытăннă. Маркс ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ Михаил Петровича та 1942 çулхи март уйăхĕнче вăрçа кайма ят тухнă. Пирваях запасри полкра çар ĕçне вĕрентнĕ пулас. 1910 çулта çуралнă, Йĕпреçри çар комиссариачĕ çара илнĕ М.Сапожников хĕрлĕ армеец 26-мĕш гварди стрелковăй дивизин 77-мĕш гварди стрелковăй полкра службăра тăнă. Тепĕр документра вăл 77-мĕш полка 1942 çулхи августăн 24-мĕшĕнче килсе çитни, тепĕр 10 кунран аманнине пула стройран тухни пирки çырнă. Вăрçă хыççăн, районсенчи çар комиссариачĕсем фронтра хыпарсăр çухалнă салтаксемпе офицерсем çинчен тăванĕсенчен темиçе хутчен те ыйтса пĕлнĕ, юлашки çырăвĕсемпе паллашнă. Йĕпреçри шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен шăллĕнчен Яков Сапожниковран та ыйтса пĕлнĕ. Вăл шăллĕн юлашки çырăвне 1942 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче илнине пĕлтернĕ. Унран текех хыпар пулман. Районти çар комиссариачĕ хыпарсăр çухалнисем çинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе ятарлă списокпа Мускава, Совет Çарĕн вăрçăра вилнисене, хыпарсăр çухалнисене шута илсе пыракан управлени пуçлăхне ярса панă. 1947 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче янă донесенире (вĕсем вăрçă хыççăн темиçе те пулнă) хыпарсăр çухалнă 115 çар çынни йышĕнче Михаил Сапожников рядовой хушамачĕ те пур. Ăна 1942 çулхи ноябрьте хыпарсăр çухалнă тесе йышăннă.

Çапăçура аманса е ытти сăлтава пула урăх чаçе е госпитале лексе, тăшман тылĕнче пулса вăхăтлăха хыпарсăр çухалнă çар çынни каярахпа тупăннăран — çакнашкаллисене 2 уйăх иртсен çеç хыпарсăр çухалнисен списокне кĕртнĕ. М.Сапожниковăн юлашки çырăвĕ аманнă хыççăн 8 кунтан çеç Яков патне çитнине вăрçă вăхăтĕнче çырусем вăрах çỹренипе ăнлантарма пулать.

Асăннă донесенирех тепĕр Михаил Петрович Сапожников хушамачĕ тĕл пулчĕ. Ун пирки те вăрçăччен Огонекра пурăннине, çара та 1942 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче илнине палăртнă. Анчах çуралнă çулне 1907 çул тесе асăннă. Хыпарсăр çухалнă вăхăта 1943 çулхи август уйăхĕ тенĕ. Мăшăрĕн хушамачĕ — Серафима Сапожникова. «Астăвăм» кĕнекере те «çав» Сапожниковсемех. Огонекра пурăннăскерсем. Анчах çуралнă çулĕсем, хыпарсăр çухалнă вăхăт тĕрлĕрен: пĕрин 1942 çул, теприн — 1943. Кĕнекере йăнăш та çырăнма пултарнă, сăмах пĕр çын çинченех, тен. Çакна çирĕплетсе калама пулать: Тĕмерте çуралнă, вăрçа Йĕпреç районĕнчи Огонек поселокĕнчен кайнă Михаил Петрович Сапожников фронтран таврăнайман. Унăн хушамачĕ тыткăна лекнĕ çар çыннисен хушшинче те çук.

Яков Петрович

1921 çулта çуралнă. Çемье çавăрнă. Колхозра бригадирта ĕçленĕ. Ăна та пиччĕшĕ хыççăнах — 1942 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Запасри полкра çар ĕçне васкавлăн вĕрентнĕ хыççăн 304-мĕш стрелковăй дивизин 807-мĕш стрелковăй полкне ăсатнă. Сталинград патĕнче хаяр çапăçусем пуçлансан тин çеç йĕркеленнĕ дивизие унта куçарнă. Çухатусем пысăк пулнă. Саккăрмĕш кунне Я.Сапожников рядовоя сулахай алăран амантнă.

Малалла архив докуменчĕсене сăмах парăпăр. 1946 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн çар комиссарĕ Старовойтов майор фронтран аманса таврăннă салтака «Хăюлăхшăн» медаль пама награда хучĕ çырнă: «Сапожников Яков Петрович, красноармеец, бывший стрелок 807 с.п. Сталинградского фронта представляется к медали «За отвагу», 1921 г.р., чуваш, член ВКП(б) с 1944 г. Тов. Сапожников Я.П. участник Отечественной войны. Находился на фронте с 01.09.1942 г. по 09.09.1942 г. в должности стрелка 807 стр. полка Сталинградского фронта. При наступлении в районе г. Серафимовичи 09.09.42 г. был легко ранен в левую руку. Лечился в полевом госпитале, после излечения был признан годным к строевой службе. Вторично участвовал в боях в должности пулеметчика 185 отдельного пульбата 252 стр. дивизии Сталинградского фронта. При прорыве обороны противника Сталинградской группировки в районе Клетское 22.11.42 г. был вторично ранен осколком мины в левую ногу. Находился на излечении в госпитале №1308 с 23.11.42 г. по 27.04.43 г. Комиссией был признан по ст.43 инвалидом группы 1 с исключением с учета. В настоящее время годен к строевой службе. Работает помощником оперуполномоченного Ибресинского райотделения Министерства Госбезопасности. К работе относится добросовестно, с работой справляется хорошо.

За личное участие в боях и как дважды ранен, достоин награждения медалью «За отвагу».

СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1947 çулхи 223Ỹ120 номерлĕ Указĕпе Я.П.Сапожников салтака «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. 1985 çулта вăл II степень Отечествăлла вăрçă орденне, юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Яков Петрович мирлĕ пурнăçра Огонек поселокне кĕнĕ «Знамя» колхозăн бригадирĕнче вăй хунă, халăх хушшинче пысăк хисепре пулнă. Вăл пурнăçран 1999 çулта уйрăлса кайнă.

Я.Сапожниковăн хĕрĕ — Светлана — 1952 çулта çуралнă. Йĕпреçри пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкултан, Шупашкарти пединститутран вĕренсе тухнă. Муркаш районĕнчи Аслă Сĕнтĕрти вăтам шкулта учитель, директор пулса ĕçленĕ. Вăл — ЧР пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, РФ вĕренĕвĕн отличникĕ. «Çулталăк шкулĕ — 2000» республикăри конкурсăн лауреачĕ.

Тахçан Елчĕк, ытти районсенчен кайнă хастар хресченсен ĕçĕ-хĕлĕпе аталаннă Огонек поселок паян ытти ялсем пекех пушанса пырать. 2011 çулта, район энциклопедине кăларнă çул, кунти 61 хуçалăхра 108 çын пурăннă. Халĕ вĕсен йышĕ самаях чакнă пулĕ ĕнтĕ. Çапах та Елчĕк тăрăхĕн хастар çыннисем кунта куçса килсе пурнăçа лайăх енне улăштарнине астăвакансем те пур-ха. Вĕсен хастар ĕçĕ-хĕлĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ ăруран ăрăва куçса пырать.

Я.Сапожников ĕмĕрне Огонек поселокĕнче ирттернĕ. Халĕ унта Сергей мăнукĕ пурăнать.

Яковпа Михаилăн кĕçĕн шăллĕ — Виктор — 1944 çулта çар ретне тăнă. Çулĕпе çамрăк пулнăран вăрçа хутшăнайман. Çарта 1950 çулчченех тăнă, каярахпа Инçет Хĕвел тухăçĕнче патшалăх хăрушсăрлăх комитетĕнче службăна тăснă.

Поселока ачаллах куçса килнĕ Клавдия Петровна учителе вĕренсе тухнă. Канаш районĕнчи Шăрттан ялне качча тухнă. Халĕ вăл та çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕп килне Шупашкарта ĕçлесе пурăннă Лариса хĕрĕ куçса килнĕ. 1931 çулта Огонек поселокне куçса килнĕ П.Е.Сапожниковăн ытти мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем Раççей тăрăх саланнă, ют çĕршывсенче пурăнакансем те пур.

Михаил тата Яков Сапожниковсем Тĕмер ялĕнчен вăрçăра вилнĕ тата каярах пурнăçран уйрăлнă 248-мĕш тата 249-мĕш эпир тупса палăртнă салтаксем пулчĕç.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
тавра пĕлỹçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code