Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2023 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче кăларнă 45-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕк муниципалитет округĕнчи «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне Юрий Семенович ВИКЕНТЬЕВА «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Саламлатпăр!
Юрий Викентьев ял хуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ, мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ. «Сатурн» хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе округ шайĕнче анчах мар, республикăра та нумай хутчен ырă ят çĕнсе илнине пурте пĕлеççĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тивĕçлĕ шайра аталанать. Çак çитĕнỹсем пурте хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пыракан ертỹçĕ ячĕпе çыхăннă. Ят-сума вăл, чăннипех, тивĕçлĕ те.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.