Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патриотсем пуртан çĕршыв тĕреклĕ

Патриотсем пуртан çĕршыв тĕреклĕ

— Хальхи самана кăларса тăратакан йывăрлăхсем хушăнсах пынă вăхăтра патриотлăх туйăмне çĕклени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн-чăн патриотсем пуртан пирĕн çĕршыв тĕреклĕ, — шăпах çак шухăша палăртрĕ Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалланă уява округра хатĕрленсе ирттерессине пысăк тỹпе хывнă хастарĕсене чысланă май.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕн программи кашни çулах пуянланса та анлăланса пырать. Майăн 8-мĕшĕнче иртекен митингсем, «Асăну çурти» акци аслисене те, çамрăксене те йышлăн пуçтарать. Çитĕнекен ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата тĕрлĕ çулсенче пулса иртнĕ тата хальхи вăхăтра та пыракан хирĕç тăрусен паттăрĕсем пирки пĕлни — ырă пулăм. Çĕршыва юратма тата унăн пысăк паттăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхне хаклама пулăшаççĕ çакăн евĕр мероприятисем. Маларах асăннă акцинче Елчĕк шкулĕн, Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем тематикăллă юрă-ташă, сăвă урлă çĕршыва хỹтĕлекенсен пысăк паттăрлăхне сăнарлăн кăтартса пама пултарчĕç. Вĕренекенсене тивĕçлĕ хатĕрленĕшĕн Елчĕк шкулĕн директорне Лариса Васильевăна тата Елчĕкри искусство шкулĕн хореографне Светлана Карамаликовăна округ администрацийĕн Тав хучĕпе чыслас умĕн çак шухăшсене пĕлтерчĕ Леонард Васильевич.

Уяв программи кашни çулах интереслĕ те пуян пулнинче округ центрĕнчи ача сачĕсен, çамрăк армеецсен, техника парачĕ пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем тĕп лапам тăрăх мăнаçлăн иртнĕ май уява хутшăннисен чĕрисенче савăк та çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм çуралать. Аэростата, Тинĕс-çар флочĕн районти пĕрлĕхĕн ертỹçи Андрей Головин тăратнă шыв айĕнчи карапăн тата Пĕрремĕш Петĕр патша чертежĕпе хатĕрленĕ парус макечĕсене, десант çар машинине тата ытти техникăна сăнама питĕ кăмăллă. Чылай техника çĕнĕрен «строя» Тăрăмри Николай Енедеров, «Прогресс» АХО ĕçченĕсем «çĕнĕ чун» кĕртнĕрен тăнă. Округ пуçлăхĕ Николай Енедерова, «Прогресс» АХО директорне Петр Скворцова, ытти ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Ырă сăмаха территори пайĕсен администрацийĕсен, вĕренỹ тата культура тытăмĕсен работникĕсем, депутатсем, уйрăм пайтаçăсем, пушар хуралĕн, полици ĕçченĕсем тата ыттисем те тивĕçрĕç. Тĕрлĕ çарта службăра тăнă пĕрлĕхсен округри ушкăнĕсем те уява хастар хутшăнаççĕ, уявра салтак тумĕсем тăхăнакансем йышлă.

— Çапах та кăçал десантниксен ушкăнĕ уява хутшăнманни кăмăла кăштах хуçрĕ, — палăртрĕ Леонард Левый.

Пĕрлĕхре тата килĕшỹре ĕçлесен çитĕнỹсемпе ырă кăтартусем пулаççех.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Аня МЕДВЕДЕВА сăн ỹкерчĕкĕнче чысланисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code