Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проект теми анлă

Проект теми анлă

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çулсерен телевиденипе радио тата пичет тытăмĕсем хушшинче тĕрлĕ конкурс ирттерет.
Вĕсенчен чи палли — социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем. Пичет изданийĕсен конкурсĕнче кăçал çĕнтерỹçĕсен йышне «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрован проекчĕ те кĕнĕ. Малашне, май уйăхĕнчен пуçласа ноябрьччен, вулаканăн «Ял тата унăн çыннисем» проектпа кашни уйăхра паллашма май пулĕ. Асăннă проект пирĕн округра РФ Президенчĕн наци проекчĕсем, регионти проектсем тата программăсем, халăх пуçарăвĕсем епле пурнăçланса пынине тата халăхăн пурнăç шайне ỹстерессинче мĕнле витĕм кỹнине, вĕсемпе килĕшỹллĕн мĕнле ĕçсем пурнăçланнине çутатĕ. Çавăн пекех ял пурнăçĕ, унăн хастарĕсем пирки те çырăпăр ку страницăра.

«Ял тата унăн çыннисем» проекта хутшăнса, вулаканăм, эсĕ те маларах асăннă темăсемпе статьясем çырма пултаратăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code