Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Ырă ĕç

Масарсене пăхса тăрасси сăваплă ĕç шутланать. Шуршу ялĕнче пурăнакансем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем пĕр тапхăр кăна тасатнипе çырлахмаççĕ, час-часах пулаççĕ унта. Çимĕк кунĕ çывхарса килнĕ май, ял хастарĕсем черетлĕ субботник ирттерчĕç.

Унта çум курăкĕ те «çывăрмасть» — тасатсах тăмалла. Ял старости тăрăшнипе масар пỹртне те çуса тасатрĕç, турăшсем вырнаçтарчĕç, турăм карри çакрĕç. Юлашки çула ăсатма кунта пĕтĕм хатĕр пур халь. Хĕлле çурта хутса ăшăтма та пулать.

Эпĕ хаçат урлă Елчĕкри «Була» кафе ертỹçине Надежда Такмаковăна, Мускавра ĕçлесе пурăнакан хастар ентеше — Петр Михайлова пулăшу кỹнĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем яланах ялшăн тăрăшаççĕ. Ваттисем калашле, «Ырă ĕç ырăпа таврăнать». Çапла пултăрах.

Антонина ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code