Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çамрăксене шанмалла…»

«Çамрăксене шанмалла…»

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев сăмах илчĕ. Вăл майăн 27-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕнче «Упа кĕтесĕ» кану базинче иртнĕ ял çамрăкĕсен «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен иккĕмĕш слечĕ çинчен каласа пачĕ. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие çĕршыври «Единая Россия» парти проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем тата ытти ертỹлĕх хутшăннă. Икĕ пайран тăнă («Ял çамрăкĕсен спартакиади», «Культурăпа вĕренỹ программи») слета Елчĕк муниципалитет округĕн команди те хастар хутшăннă — ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹ, медицина, культура тата ытти тытăмра тăрăшакан 42 çамрăк тĕрлĕ ăмăрту-конкурсра тĕрĕсленсе лайăх кăтартусемпе таврăннă. Пурĕ 11 медаль, тĕрлĕ дипломсене тивĕçнĕ яш-кĕрĕм (слет пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче çутатăпăр).

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый командăна йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ каланă май çакăн пек мероприятисем ял çамрăкĕн статусне ỹстерме май панипе пĕрлех унăн пурнăçри вырăнне курма тата туйма, вăл çĕклекен ыйтусене илтме май панине палăртрĕ.

— Çамрăксене шанмалла. Вĕсенче пуçарулăх тата çĕнĕ вăй-хăват, — терĕ вăл.

Çак кунах Шупашкар хулинчи «Амазония» этнопаркра Елчĕксен ентешлĕхĕн уявĕ иртни пирки те калаçу пулчĕ. Вăл та çỹллĕ шайра иртнĕ. Уява халалланă мероприятисем пирки округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Округра июнĕн 11-мĕшĕнче иртекен районти ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуя ирттерме палăртнă мероприятисем çинче округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова чарăнса тăчĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре шыва кĕмелли сезон уçăлать. Ку тапхăрта шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ыйту уйрăм çивĕч. Шыва кĕмелли сезон пуçланичченех кăçал республикăра 4 çын (3-шĕ çула çитмен, пĕри аслă ỹсĕмре) путса вилнĕ. Статистика çакна çирĕплетет: çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, шыва ỹсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран пурнăçран уйрăлаççĕ. Путакансен ытларах пайĕ ишме пĕлмен. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ. Халхи вăхăтра округри 9 территори пайĕнче шыва кĕмелли пĕрер вырăн палăртнă. ЧР шыравпа çăлав службин водолазĕсем шыв объекчĕсене тĕрĕсленĕ.

Июнĕн 1-4-мĕшĕсенче округри кашни ялтах масар çинче пулса вилнĕ тăванăмăрсене асăнатпăр. Округ пуçлăхĕ çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмаллине каларĕ. Халăха хỹтлĕхпе, территорисене хăтлăхпа тивĕçтересси, çул-йĕрсем çинчи чăрмавсене сиресси — чи малтан пурнăçламалли ĕçсем.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code