Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илеме хаклама пĕлекен

Илеме хаклама пĕлекен

Чăваш Тăрăмĕнчи Луиза Фомкина ялта ылтăн алăллă хĕрарăм пулнипе хисепе тухнă. Камран ырă тĕслĕх илмелли пурах: амăшĕ те, Александра Горбунова, алĕç ăсти. 90 çула çывхаракан ĕç ветеранĕ пĕчченех хуçалăх тытса пырать. Паян та унăн кил-çурчĕ типтерлĕ те таса, хăтлă. Вырăн çи виттийĕсене те хăй тĕрленĕ.

«Амăшне пăхса хĕрне ил», — тесе ахальтен каламанах ĕнтĕ. Ачаран ĕçре пиçĕхнĕ хĕре ял ачиех куç хывнă. Килĕшỹре пурăннă мăшăр. Механизаторта вăй хунă кил хуçи вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе пĕчченех кун кунлать Луиза Ивановна. Ачисем, виççĕн вĕсем, амăшĕ патне килсех çỹреççĕ. Ялта тымар янă Алена ăна ытларах пулăшу аллине тăсать. Наташăпа Саша та кану кунĕсенче амăшĕ патне килсе кайма вăхăт тупаççĕ.

Ахаль ларма хăнăхман хĕрарăм чун йăпанăçне тĕрлессинче, çыхассинче тупнă. Унăн çуртĕнчи стенасем çинче тĕрĕллĕ картинăсем питĕ нумай. Тĕрĕ галерейи тесен те йăнăшмастăн. Çавăн пекех 67 çулхи хĕрарăм чĕрĕ чечексем питĕ кăмăллать. Малти пỹртре мĕн тĕрли кăна çук-ши? Чечексен оранжерейи тейĕн.

— Сывлăш тухманнипе аптăранăран ытлашши утса çỹрейместĕп. Çавăнпа та килĕшекен ĕçпе аппаланатăп. Тĕрĕ сĕтелĕ хушшине ларсан хама канлĕ туятăп, урăх нимĕн çинчен те шутламастăн пĕрчĕн-пĕрчĕн шутласа йĕппе çип выляса тăнăран, — тет вăл.

Луиза Ивановна мĕн пенсие тухиччен шкулта тирпейлỹçĕре тăрăшнă. Маларах тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тирпейлĕхе, тасалăха юратакан хĕрарăма шкул ертỹçисем те, педагогсем те ырăпа аса илеççĕ.

— Луиза Ивановна пире кофта, тутăр е ытти çи-пуç çыхма та вĕрентетчĕ. Илемлĕх туйăмĕ пысăкран тĕрлĕ конкурссене хутшăнакан вĕрентекенсене те пулăшма тăрăшатчĕ, — пĕлтерет чылай çул учительте ĕçленĕ, халĕ ялти ветерансен канашне ертсе пыракан Васса Краснова.

Илеме чун-чĕрипе туякан хĕрарăм çав тери ырă кăмăллă, сăпайлă. Халĕччен вăл çынна усал сунса, никампа вăрçăнса курман. Кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнать. Çу кунĕсенче урамри сак çинче калаçса ларнă май кăвакал чĕпписене пĕрле пăхаççĕ ватăсем. Ун чухне те алли вылянса кăна тăрать унăн. Диван, кресло, пукан çи виттийĕсем, урайне сармалли палассем кама кăна çыхса паман-ши?

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Фомкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code