Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шуршусен савăнăçĕ

Шуршусен савăнăçĕ

Район центрĕнчен чи аякри ялсенчен пĕринче — Шуршура Надежда Такмакова уйрăм çыннăн лавкки уçăлнă.

Çук, ăна çĕнĕрен хăпартса лартман. Яла пырса кĕнĕ вырăнта çул хĕрринчех вырнаçнă, иртнĕ ырă вăхăтра райпо лавкки шутланнăскер, нумай çул уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче тăнă. Хуçасем унта хăйсен кăмăлне тивĕçтермелле юсав ĕçĕсене те чылай пурнăçланă, паллах. Çапла майпа ялта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине йĕркелесе пынă.

Халĕ çак лавкка предприниматель ĕçне иртнĕ çулсенчен тытăнсах ăнăçлă йĕркелесе пыракан Надежда Такмакова аллине куçнă. Сăмах май, Надежда Николаевна уçнă район центрĕнчи «Була» кафене те халăх хапăлласа çỹрет.

Шуршу ялĕнче лавкка уçма ăна мĕн хистенĕ? Вăл хăй те çак ялтах çуралса ỹснĕ-çке, Елчĕкре пурăнать пулин, тăван ял, унăн çыннисем уншăн питех те çывăх. Лавкка çуртне харпăрлăха илме май пулнăшăн та вăл чунтанах савăннă. Мĕншĕн тесен ку чухне унăн тăван ялта тата ытларах пулма сăлтав тупăнĕ.

Ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккан алăкĕсене яриех уçиччен малтан ăна шал енчен хăтлăх кỹнĕ, тĕплĕн юсанă. Тавар туянакансем те чи малтан çакна асăрханă. Лавкка ячĕ вара — «у Левы». Çула май пулсан кĕрсе курма ан манăр унта.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code