Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Полици тата Хĕл Мучи»

«Полици тата Хĕл Мучи»

Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен районта «Полици тата Хĕл Мучи» ятпа акци иртет.

Çак вăхăтра полици сотрудникĕсемпе Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем йывăр пурăнакан, тулли мар çемьесенче пулса ачасене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлĕç, парнесемпе савăнтарĕç.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе социаллă ĕçченсем уяв умĕн чылай çемьене çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Ольга КОРОТИНА,
районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн инспекторĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Хĕл Мучипе Юр Пике çул çинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code