Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ырăлăхăн чикки çук

Ырăлăхăн чикки çук

Питĕ нумай професси тĕнчере: учитель, инженер, тухтăр, çĕвĕç, тракторист… Кашнин хăйне кура яваплăхĕ. Кам хăшне килĕштерет — çавна суйлать.

Вĕрентекен профессийĕ уйрăмах яваплă, йывăр тесе шутлатăп. Унта ăс пама пĕлни çеç мар, ачана юратма, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни кирлĕ. Енчен те çыннăн чĕринче ăшă туйăмсем, çепĕçлĕх, лăпкăлăх пулмасан ăна педагог пулма йывăр тесе шутлатăп эпĕ.

Кашни çыншăн чи çывăх çын — анне. Маншăн та çут тĕнчене килсен куçран сăнакан чи пĕрремĕш çын вăлах пулнă. Вăлах маншăн пĕрремĕш вĕрентекен пулса тăнă: калаçма, шутлама, сăвă-юмах калама е юрă юрлама, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентнĕ. Тантăшсемпе хутшăнма хăнăхтăр тесе ача садне илсе çỹренĕ, унтах малтанхи ỹсĕмсене тунă. Пирĕншĕн, шăпăрлансемшĕн, уявсенче сăвă каланă е юрланă кашни самант çитĕнỹ пулнă ĕнтĕ.

Малалла — шкул. Астăватăп-ха: пуçласа кайиччен çĕрĕпе ыранхи кун çитессе кĕтнине, ирхине ирех тăрса ларнине. Анне мана шкула алăран çавăтса кĕчĕ те: «Ку санăн иккĕмĕш килỹ пулать, — терĕ. — Лайăх вĕренес пулать, ачасемпе туслă пулмалла, учителе итлемелле».

Çакăнта пуçланнă та ĕнтĕ маншăн «юмах тĕнчи»… Кунта пĕрремĕш вĕрентекенпе — «иккĕмĕш аннепе» паллашнă. Вăл мана тăватă çул пĕлỹ тĕнчипе паллаштарнă.

Юратнă учительсем манăн иккĕн, иккĕшне те пĕр пек юрататăп. Пĕрремĕшĕ — Светлана Аликовна Арефьева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхи, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пуçламăш классен уйрăмĕсене пĕтернĕ. Вăл ертсе пыракан кашни урок интереслĕччĕ, кашнинчех мĕнле те пулин çĕнĕ вăйă кĕртсе илемлететчĕ. Уйрăмах акăлчан чĕлхи килĕшетчĕ мана, куллен çĕнĕ сăмахсене астуса юлма тăрăшаттăм. Занятисем вĕçленсен вара сăмах вăййисем выляттаратчĕ. Хăй юрра-ташша ăстаччĕ те, пирте те çавнах аталантарма ăнтăлнă. Шкулти пĕр уяв та пирĕн класс хутшăнмасăр иртмен.

Сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ çак хаваслă вăхăт. Тăватă çул пирĕн çине куçран юратса, тинкерсе пăхакан вĕрентекенпе уйрăлса вăтам класа куçмалла. Уйрăмах «Юлашки шăнкăрав» уявĕнче вăл пире вĕрентнĕ вальс пухăннисен чунне пырса тиврĕ. Питĕ йывăр пулчĕ уйрăлмашкăн Светлана Аликовнăпа. 5-мĕш класа куçсан ăна курас тĕллевпе тăхтав вăхăтĕнче ун патне чупса пыраттăмччĕ. Вăл пирĕн çинчен ыйтса пĕлетчĕ, эпĕ пĕтĕмпех каласа параттăмччĕ.

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Хăшĕ савăк, хăшĕ салху. Камшăн 1-мĕш, камшăн юлашки шăнкăрав ку. Текех 11-мĕшсем шăнкăрав сасси илтсе коридор тăрăх чупмĕç, парта хушшинче вĕрентекене кĕтсе лармĕç. Вĕсен класс ертỹçин те, асăрхарăм, куçĕсем шывланчĕç. Çавăн чухне мана, 4-мĕш класс пĕтерекенскере, килĕшнĕччĕ çак учитель.

Черетлĕ пĕлỹ кунĕ те çитрĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав урока чĕнсе сас пачĕ. Эпир пиллĕкмĕшсем — 15-ĕн. Шăппăн кĕтсе ларатпăр хамăрăн пулас ертỹçĕне. Пырса кĕчĕ те… 11-мĕшсен «амăшĕ» пулни, мана килĕшекенни. Сывлăх сунчĕ, тенкел çине вырнаçнă май кашни ачана сăнаса пăхрĕ. Мĕн каласса кĕтетпĕр. «Мана Людмила Германовна тесе чĕнеççĕ, хушаматăм Князева. Эпĕ сирĕн класс ертỹçи пулăп», — терĕ вăл сăмах хушса. Кашнинпе паллашнă хыççăн пире доска умĕнче çавракан тăма, алла-аллăн тытăнма хушрĕ. «Паян çапла мĕнле çыхăнса тăратпăр, мĕн шкул пĕтеричченех çакăн пек туслă «çемьере» пурăнасчĕ. Пĕрне-пĕри йывăр самантра яланах пулăшасчĕ, ал парасчĕ. Пирĕн класс ыттисемшĕн мĕн пур енĕпе тĕслĕх пултăр», — пехил пекех туйăнчĕç унăн сăмахĕсем.

Л.Князева 1985 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ те, паянхи кунччен Лаш Таяпари вăтам шкулта вăй хурать. Çак тапхăрта вăл тăватă класăн ертỹçи пулса вĕсене аслă çул çине кăларнă. Эпир, акă, пиллĕкмĕш. Унăн «ачисем» пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, вĕсем çырусем урлă е уйрăммăн курнăçса вĕрентекенне тав тăваççĕ, çав вăхăтрах пире те тĕл пулсан сăмахпа «хытарса» илеççĕ. Людмила Германовнан кашни урокне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр эпир. Пĕлỹ панисĕр пуçне вăл пире пурнăçра хамăра мĕнле пулмаллине вĕрентет. Уроксем хыççăн тĕрлĕ мероприятие хатĕрленетпĕр. Çитĕнỹсем те çук мар пирĕн.

Юратнă учитель сăн-питĕнче яланах ăшă йăл кулă çиçет, нихăçан та усаллăн пăхман вăл пирĕн çине. Уншăн начар ача çук, пурне те пĕрешкел юратать, пĕр пекех тимлĕх уйăрать. Ун чĕри вун пилĕк пая пайланнă тейĕн — кашнин патне хăйĕн чĕре ăшшине çитерме тăрăшать. Чăн-чăн «иккĕмĕш анне». Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă вăл.

Хăш-пĕр чухне кỹрентеретпĕр те пулĕ эпир вĕрентекенĕмĕре. Вăл вара нихăçан та çилленмест, вăрçас вырăнне ырă сăмахсемпе çавăрать пире. Унра ырăлăхăн, ăшăлăхăн чикки çукран çапла пулĕ. Класа тĕрлĕ чечек илем кỹни те унăн кăмăл уççи. Кашни çулах çĕнĕрен чечексем лартма пире те явăçтарать. Çавăнпах сывлăш та уçăрах пирĕн класра. Кăмăл-туйăм та.

Людмила Германовнăна эпĕ питĕ хисеплетĕп. Çавна май хăш чухне педагог та пулас килет. Анчах ун пекех темиçе ачана чĕре ăшшине парнелейĕп-ши? Пурте ун пек пулаймаççĕ-çке!

Пĕлỹ çулĕпе илсе пынă шкулти кашни учителе тав тăватăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, чăтăмлăх сунатăп. Вĕсен кашни сăмахĕ манăн чĕрере тăрса юлĕ. Эпир ĕмĕрех сирĕн умăрта парăмра. Çулсем пĕр шелсĕр иртĕç, пирĕн вара тăван шкула килсех çỹресчĕ, юратнă вĕрентекенĕмĕрсене курса пире панă ăшша каялла тавăрасчĕ.

Матвей МУСТАЕВ,
9-мĕш класс.
Лаш Таяпари вăтам шкул.

Сăн ỹкерчĕкре: Людмила Князевăпа Светлана Арефьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code