Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сенаж хываççĕ

Сенаж хываççĕ

«Победа» сахал яваплă обществăра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес тапхăр пырать.

Хальхи вăхăтра кунта пĕр çул ỹсекен курăка çулса сенажа хывассипе тимлеççĕ. Леонид Сусметов, Николай Логинов, Олег Елисеев, Николай Герасимов, Сергей Елисеев, Раиль Самигуллин, Алексей Кириллов, Владимир Козлов, Анатолий Сорокин механизаторсем çĕнĕ çынсем мар та, кашниех хăйсене çирĕплетсе панă участокра ĕçе тĕплĕ те пахалăхлă пурнăçланипе паллă. Паянхи кун тĕлне вĕсем уяр çанталăкпа туллин усă курни куç кĕрет: курăка 206 гектар çинче çулнă, сенаж 645 тонна хывнă.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Кириллов, Р.Самигуллин, О.Елисеев, С.Елисеев механизаторсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code