Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăхна упра

Сывлăхна упра

Пирус туртни çулсерен 7 млн çын пурнăçне татать. Вĕсенчен 6 млн ытла тĕслĕх — халь табак туртакансем тата маларах туртнисем, 890 пин çын вара, хăй туртмасан та, ун тĕтĕмне пула сиен курать.

Пирус сиенĕ калама çук пысăк. Унти никотина организм хăвăрт хăнăхать, унсăр тăрайми пулать. Çын вĕчĕрхенет, сăлтавсăрах тарăхать, начар çывăрать, ун тимлĕхĕ чакать, аппетит ỹсет. Табак тĕтĕмĕнче ытти сиенлĕ хими веществисем те пур. Вĕсем: сăмала, радиоактивлă полони, мышьяк, тăхлан (свинец), висмут, аммиак, органика кислотисем.

Туртакансем фильтрлă сигаретсем сиенсĕр тесе шутлаççĕ. Йăнăшаççĕ: поглотительсемпе фильтрсем сиенлĕ хутăшсенчен, çав шутра никотинран та, хỹтĕлеймеççĕ.

Нумай вăхăт хушши пирус туртакан тĕрлĕ чир-чĕрпе аптрать. Вĕсем: чĕрепе юн тымарĕсен, ỹпкепе вар-хырăм чирĕсем, онкологи (вар-хырăм, ỹпке, тута, чĕлхе, карланкă, пыр ракĕ). Кунсăр пуçне, туртаканăн çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет, шăл эмалĕн тĕсĕ улшăнать, шăл туни шыçать, апат тутине туяслăх чакать. Ялан туртакан çыннăн ỹчĕ вăхăтсăр (10-20 çул таран) ватăлать.

Туртма пăрахнисем çулталăкран чĕрепе тата юн тымарĕсен чирĕсемпе 2 хут сахалтарах чирлеççĕ. 15 çул иртсен, туртманнисем пекех çак чир-чĕрпе чирлесси чакать. Пируса алран ярсан 2 çултан инсультпа аптрасси 2 хут чакать, тепĕр 5 çултан çыннăн сывлăхĕ туртманнисенни пекех пулать.

Табак туртни арçыннăн ĕмĕрне — 12 çула яхăн, хĕрарăмăн пурнăçне 11 çула яхăн кĕскетет.

Сиенлĕ йăларан хăтăлсан пур пек сывлăха упрама пулатех. Апла пулсан, веçех çынран хăйĕнчен килет.

Р.ШАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code