Федераци пĕлтерĕшлĕ палăк территорийĕнче — XII-XIV ĕмĕрсенчи Таяпа хулашĕнче археологсен тĕпчев-шырав ĕçĕсем пыраççĕ.
Археологи мероприятийĕсене 2018 çултанпа йĕркелеççĕ кунта. Ку хутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсемпе ЧППУн 2-мĕш курс студенчĕсем июнĕн 15-мĕшĕччен тĕпчеме палăртаççĕ. Кăçал вĕсен йышĕнче Тутарстанри А.Х.Халиков ячĕллĕ наука Академийĕн археологи институчĕн сотрудникĕсем те ĕçлеме кăмăл тунă.
Хулаша çулсерен килекен Николай Мясниковпа Евгений Михайлов ăсчахсем каланă тăрăх, тĕп тĕллев — шалти канава тĕпчесси. Çак таранччен вĕсем тăмран, тимĕртен тунă япаласем, выльăх шăммисем, тĕрлĕ çулсенчи кĕмĕл тата пăхăр укçасем тупнă.
Археологсен ĕçĕ-хĕлĕпе иртнĕ кунсенче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, унăн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев паллашнă.
(Хамăр корр.).