Пятница, 17 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçарăва тĕревлени хавхалантарать

Пуçарăва тĕревлени хавхалантарать

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Турă Амăшĕн ячĕллĕ çăлкуç умне кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах час-час пуçтарăнаççĕ. Юратнă вырăнĕ вăл кашнин. Таса шыва чун каниччен ĕçеççĕ вĕсем, пит-куçне çăваççĕ е шыва кĕрсе тасалаççĕ, савăтсене тултарса илсе каяççĕ.

Кăçал çăлкуçа тасатса ун таврашне тирпей-илем кĕртнĕ ял халăхĕ, çăл патне анакан картлашкасене тимĕртен тунă, шыв валашкисене улăштарнă, купель вырнаçтарнă. 2000 çултанпа çут çанталăк палăкĕ шутланакан çăлкуç таврашĕнче юлашки хут 1981 çулта тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ пулнă.

— Таса çăлкуçа тасатас, унта шыва кĕмелли вырăн тăвас ыйтăва чи малтанах ял старости — Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Сергей Перепелкин хускатрĕ. Ял халăхĕ пуçарăва ырласа йышăнчĕ. Ăна «Пуçару бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçа кĕртме калаçса татăлтăмăр та халăх тăрăшнипе ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçларăмăр, — пĕлтерет Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин.

Çак кунсенче çăлкуçа Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр Иванов протоиерей пилленипе Елчĕк округĕн благочиннăйĕ Василий иерей кĕлĕ вуласа тасатнă. Территори пайĕн пуçлăхĕ ăна тирпей-илем кĕртес ĕçре пысăк хастарлăхпа палăрнă ял çыннисене Тав хучĕсемпе чысланă.

— «Пуçару бюджечĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа халăх хăйне мĕн кирлине пĕрле татса пани, чăн та, савăнтарать. Вăл ĕçленĕ тапхăрта округри тĕрлĕ ялта çулсем, спорт тата ача-пăча площадкисем, шыва кĕмелли вырăнсем, шыв башнисем… хута кайса пыраççĕ. Чи кирли — пуçарăва патшалăх тĕревлени хавхалантарать, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет ялти сумлă ватă Петр Краснов.

Сăмах май, программăна пурнăçлама пуçланăранпа республикăра тăватă пин ытла проект пурнăçланнă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Петр Краснов таса çăлкуç умĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code