Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеп хăми вырнаçтараççĕ

Хисеп хăми вырнаçтараççĕ

Мирлĕ вăхăтра Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă ветерансен вырăнти канашĕн пуçарăвĕпе çак ушкăнри ветерансен çурчĕсем çине Хисеп хăми вырнаçтарас ĕçе пуçăннă районта.

Иртнĕ çул канаш членĕсем Çĕнĕ Эйпеçри Зинон Михайлович Дружинин, Аслă Елчĕкри Владимир Емельянович Мешков, Яманчÿрелти Василий Иванович Акимов çурчĕсем çине Хисеп хăми çирĕплетнĕ. Çак ĕçе малашне те пурнăçласа пырас ĕмĕтлĕ ГСВГ ветеранĕсем.

Н.ПАВЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code