Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Астăвăмра – патриотлăх

Астăвăмра – патриотлăх

Вырăсла-чăвашла словарьте «патриот» сăмаха çаплах, «патриот», çавăн пекех «парăннă çын» тесе куçарнă. Калаçура эпир ытларах чухне çак ăнлава «Тăван çĕршыва юратакан» шухăшпа çыхăнтаратпăр. Пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçе хистевсĕр, хăйĕн чун хавалĕпе пурнăçлакана та патриотпа танлаштарни йăнăш мар пулĕ.

2020 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа ятарлă тапхăр – «Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ» вăйра тăчĕ. Унпа çыхăннă мероприятисен пысăк пайне, ан тив, инçет мел хатĕрĕпе ирттернĕ пулин те, вĕсенче кашнин хавхаланăвĕпе мăнаçланăвĕ, юратăвĕпе хÿхлевĕ. Çак палăрăмсем район хаçатне те çĕнĕ сăн кĕртрĕç темелле. «Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул» рубрикăна старт панă хыççăнах редакцие умлă-хыçлă çырусем киле пуçларĕç. Вĕсен авторĕсем кашниех пĕлекен журналистсем çеç мар, халĕччен хаçата пачах çырса курманнисем те. Иккĕмĕшĕсем ашшĕ, асаттĕшĕ-кукашшĕ е çывăх тăванĕ çинчен пĕлтересшĕн ăшталаннине мĕнле патриотизмпа танлаштараймăн.

Юбилей çулĕнче вăрçă тематикипе çырнă 68 материала кун çути патăмăр. Фронтовиксем кăна мар, тыл ĕçченĕсем те, «вăрçă ачисем» те сăнланнă вĕсенче. Статьясем калăпăшĕпе тĕрлĕрен, анчах пĕлтерĕшĕ кунта урăххинче – астăвăмра.

Хăш-пĕр хаçат тусĕсем Тăван çĕршыв вăрçипе çыхăннă историе, уйрăм çынсен шăпине тĕпчессинче «Подвиг народа», «Мемориал», «Память народа» сайтсемпе туллин усă курни паллă. Асăннă çăлкуçсенчи материалсене малашне те пичете сĕннине ырлатпăр çеç. Хăйсен тĕллевне пурнăçлас шухăшпа тĕрлĕ архивсенче, музейсенче ырми-канми тăрăшнисем те пур.

Патриотла ĕçсен юхăмĕ малашне те йăшмĕ. Паян вара ку тĕлĕшпе çыру тĕпелĕнче хастар пулнисене палăртас килет: Николай Алексеев, Александр Сорокин, Надежда Кушманова /Елчĕк/, Сергей Трофимов /Лаш Таяпа/, Роза Макарова /Чĕмпĕр/, Валентина Вастулова /Аслă Елчĕк/, Владислав Сазонов /Кÿлпуç/, Алексей Петров /Кушкă/, Зинаида Портнова, Владимир Плотников /Аслă Пăла Тимеш/.

Вăрçă темине «Асра тытатпăр, мухтанатпăр» /авторĕ Елена Петрова/ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектра та анлă çутатнă. 10 кăларăмра 14 статья пичетленĕ пулсан, вĕсенчен иккĕшĕнче фронта хутшăннă 29 медик, 18 ялкор кун-çулĕ çинчен пĕлме те кăсăклă. Кĕскен каласан, хаçатра тухнă материалсенче нумай-нумай ентеш çĕнĕрен «чĕрĕлсе тăнă».

Аслă Çĕнтерĕве халалласа нарăсăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 1-мĕшĕччен калем ăстисен конкурсне те ирттертĕмĕр. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, комисси Лаш Таяпари Сергей Трофимова çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Николай Алексеев, виççĕмĕш – Алексей Петров.

Сергей Вениаминович хатĕрлесе панă «Тамăк хуранĕнче» аса илÿсен пуххи хаçатăн 14 номерĕнче çапăнчĕ. Редакцие вăл 12 листаран тăракан тăкăс çырса тултарнă çичĕ тетрадь илсе килчĕ. «Ара, кăна мĕнле çапса пĕтерĕн?» – чи малтанах çак ыйту пуçа перĕнчĕ. Вулама пуçласан вара алăран ярас килмерĕ.

Ывăлĕ ашшĕ каласа панисене питĕ вăхăтлă çырса юлнă. Тĕлĕнмелле пархатарлă, чăн-чăн патриотла ĕç! Вăрçăра салтаксем паттăрлăх кăтартса орден-медале тивĕçнине тăтăшах вулатпăр-ха хаçат-журналта. Анчах кунашкаллине – вăрçăри чăнлăха туллин уçса панине ăçтан пĕлĕпĕр?

Нумай çынна «вăратнă» ку материал. «Малалла мĕн пулать-ши?» – тесе ыйтакансем те пулчĕç. Салтак пирки хĕрхенÿ туйăмĕсене те пытармарĕç вĕсем.

2021 çула Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннине кашниех пĕлет. Çакă унта хутшăннисене пуç тайса сума суни. Эппин, астăвăм пĕлтерĕшĕ чакмасть. Шел, чĕмсĕр чикĕре сывлăхне хавшатнисен йышĕ те пĕчĕк ĕнтĕ паян. Вĕсен аса илĕвĕсем вара историе çырăнса юлмаллах. Ку пархатарлă ĕçре калем ăстисемшĕн район хаçатĕнче малашне те çул уçă…

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code