Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тивĕçлипе айăплаççĕ

Тивĕçлипе айăплаççĕ

Федерацин «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă веществосем çинчен» саккунĕ çак сиенлĕ веществосемпе тухтăр çырса памасăр усă курма юраманнине палăртать. Саккуна пăсакансене РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан 6.9 статйипе килĕшÿллĕн айăплав кĕтет.

Асăннă статьян пĕрремĕш пайĕнче палăртнă тăрăх, наркотиклă тата психотроплă хатĕрсене е ăс-тăна улăштаркан ытти япаласене тухтăр хушăвĕсĕр усă куракансене 4-5 пин тенкĕ штраф кĕтет, е 15 талăка арестлеме пултараççĕ. Статьян 2-мĕш пайĕнче вара саккуна пăсакан ют çĕршыв е гражданлăх çук çынсем пирки каланă. Вĕсене çÿлерех асăннă айăплавсене тăратнипе пĕрлех Раççей чиккинчен кăларса яма ирĕк пур.

Врач хушăвĕсĕр наркотиклă хатĕрсемпе е психотроплă веществосемпе усă куракан çын сипленес тĕллевпе медицина учрежденине хăй ирĕкĕпе килсен ăна административлă яваплăхран хăтараççĕ. Хăй килĕшсен наркоманипе чирлĕ çынна медицина тата социаллă реабилитаци центрĕсене яма пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code