Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен сыхланар

Чиртен сыхланар

ВИЧ/СПИД чирĕ пирки ĕлĕкхи çынсем илтмен те. Халĕ вара вăл чи хăрушă чирсенчен пĕри шутланса тăрать.

Пирĕн районта пĕтĕмпе чирлĕ 50 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 7-шĕ вилнĕ. Хальхи вăхăтра вара районта ВИЧ-инфекциллĕ 31 çын диспансер учетĕнче тăрать. Вăл йышра ачасем çук. Уйрăмах ВИЧ-инфекциллĕ çынсем Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм ял тăрăхĕсенче нумайрах. Чирпе ытларах инçете ĕçлеме çÿрекенсем е ĕçсĕр арçынсем чирлени курăнать.

Çак усал чиртен сыхланса пĕлтĕр 15-49 çулсенчи 400 çынпа анонимлă майпа анкетировани ирттернĕ. Çавăн пекех 2787 çынна анализ туса тĕрĕсленĕ.

Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – пĕр çынпа кăна ар çыхăнăвне кĕни.

Л.ФОМКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code