Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > 70 çынна прививка тунă

70 çынна прививка тунă

Республикăра, районта та çынсене коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕлесе вакцинаци тăваççĕ. Елчĕкри тĕп больницăна кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Гам-КОВИД-Вак вакцинăна малтанласа 110 доза кÿрсе килнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 70 çынна, çав шутран ытларахăшĕ медицина ĕçченĕсемпе аслă ÿсĕмри çынсем, прививка тунă.

Тĕп тухтăрăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Уфукова палăртнă тăрăх, вакцинаци тăвиччен, паллах, малтан вĕсем пурте терапевт тухтăр патĕнче йышăнура пулса сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ.

Малашне вĕрентÿ, социаллă учрежденисенче ĕçлекенсемпе волонтерсене, 18 çул тултарнă çынсене – кăмăл пуррисене пурне те, тÿлевсĕр прививка тума тытăнмалла.

Юлашки кунсенче чылай çын хăйсен ватă ашшĕ-амăшне усал чиртен хÿтĕлесе вакцинаци тăвасси пирки районти тĕп больница администрацине ыйтупа тухнă. Пурин шухăшне те шута илнĕ. Апла пулин те çакна тума ирĕк иличчен ватă çынсен сывлăхне тухтăрсен тепĕр хутчен тĕрĕслеме тиветех.

Сăмах май, республикăра вакцинаци тумалли 33 пункт уçнă. Вĕсенчен пĕри – Елчĕкри тĕп больницăра. Районти ялсенче пурăнакансен прививка тума черете çырăнас тесен вырăнсенчи врач амбулаторийĕсемпе ФАПсене пырса пĕлтермелле. Унсăр пуçне, патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма пулать, 122 номерпе «хĕрÿ линие» шăнкăравлама та май пур.

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнчех тĕп больницăна вакцинăн тепĕр пысăк партине илсе çитермелле.

ШУХĂШ

Людмила КАПЛАМОВА, поликлиника заведующийĕ, фтизиатр тухтăр:

– Коронавирус чирне çĕнтермелли тĕп мел вакцинаци туни тесе шутлатăп. Эпир, чирлисемпе тăтăш куçа-куçăн тĕл пулакан медицина ĕçченĕсем, пушшех, хăрушлăх кăларса тăратакан ушкăнра тăнине шута илсен, пирĕн ĕçре прививка тумасăр май пулманнине ăнланатпăр. Тăтăш çынпа хутшăнса ĕçлекен ытти организацисенче ĕçлекенсене те çакăн пирки аса илтеретпĕр.

Мария ПАТШИНА, функциллĕ диагностика тухтăрĕ:

– Енчен те прививка тунă хыççăн çыннăн организмĕ антителăсем туса кăлараймарĕ пулсан та, унра Т-клеткăсем – «астăвăм клеткисем» çирĕпленеççĕ. Вируспа тĕл пулнă вăхăтра вара вĕсем антителăсем туса кăлараççĕ.

Лев БОГОЯВЛЕНОВ, тухтăр-стоматолог:

– Пандеми тапхăрĕ пуçланнăранпа шăл кабинетĕнче 2000-е яхăн пациентпа куçа-куçăн тĕл пулма тиврĕ. Вĕсенчен кашнийĕ мана хама та чир ертме пултарнă.

Коронавирусран хÿтĕлекен вакцинăна тинех кĕтсе илме пултарни вара савăнтарчĕ. Шансах тăратăп, çапла майпа усал чире çĕнтерме те пултарăпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code