Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Малашне пуçран шăлмĕç

Малашне пуçран шăлмĕç

Кантăкран çỹп-çап ывăтакансене малашне пуçран шăлмĕç.

Обществăлла вырăнта çеç мар, çул çинче, автомобильпе пынă чухне те çын хăйне мĕнле тытма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та водителĕн культура шайĕ мĕнле пулнине вăл правилăна пăхăннипе, пĕлнипе çеç те хаклаймăн. Акă, малашне автомобильпе пынă чухне чỹречерен çỹп-çап е ăпăр-тапăр япала ывăтса хăваракана явап тыттарĕç. Енчен те çул-йĕр инспекторĕсем ăна пĕрремĕш хут асăрхасан айăпланакана 10-50 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Кун пек тĕслĕх иккĕмĕш хут та пулсан вара 20 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таранах кăларса хума та тивĕ! Пысăк тиевлĕ автомашинăсен «штурвалĕ» умĕнче ларса пыракансем чỹречисене уçса пăрахса хăварнă çỹп-çапшăн штрафĕ тата пысăкрах. Çавăнпа та çут çанталăка варалакан водительсене те малашне саккун пуçран шăлмĕ.

А.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code