Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье ăшши — чун ăшши

Çемье ăшши — чун ăшши

Педагогпа наставник‚ Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тата чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейĕ пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăннă.

«Çемье» ăнлава илес пулсан та акă. Сăмахĕ кĕске пулсан та, унăн шухăшне уçса парас тесен вĕçне-хĕрне тупаймăн. Çав тери тарăн пĕлтерĕшлĕ вăл. Кашни ачан пуласлăхĕ тăван çемьепе çыхăннă. Туслă çемьере ачасем пĕринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Çемьере çирĕп те хастар ăру çитĕнни ашшĕ-амăшне те савăнтарать, ырă ят кỹрет. «Çемье ăшши — чун ăшши» тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Пирĕн мăн асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем ĕлĕк хутла пĕлмен, апла пулин те хăйсен ачисене çав тери аван воспитани пама пултарнă. Иван Яковлев хăйĕн халалĕсене çыричченех вĕсем вырăнти йĕркесене авалтанпах тытса пынă. Паллашар-ха Иван Яковлевич халалĕнчи çемье пирки çырнă шухăшсемпе. «…Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хỹтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ỹтĕре ясарпа ан варалăр, ỹсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемьене сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр…» Çемье ăшшине тытса тăраканĕ, йĕркелесе пыраканĕ кам тесе шутлатăр эсир? Анне! Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнет çак сăмах:

Анне пулсан — хĕвел питре,
Атте пулсан — кун-çул хитре.
Çемье пулсан — телей пỹртре,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре…

Нумай çемьере ачасем халĕ лайăх условисенче ỹсеççĕ, çавăнпа та чылай ашшĕ-амăшĕ çапла каланине те илтме пулать: «Эпир ним ыррине те курман вăхăтĕнче, халь ачасем савăнччăр». Паллах, ачасене йывăрлăхсенчен те аякка сиретпĕр, чăвашсен пилĕсене те манса пыратпăр. Ман шутпа, паянхи çемьере те вĕсене пуçра тытни çăкăр пекех кирлĕ.

Пĕрремĕш пил: «Ĕçе хăнăх». Ĕçленĕ май ашшĕ-амăшĕ ачисене ăс панă, пурăнма вĕрентнĕ. Иккĕмĕш пил: «Сывлăха упра». Ахальтен мар ĕнтĕ: «Сывă ỹтре — сывă шухăш-кăмăл», — тесе калаççĕ. Пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр, лăпкă калаçни те, яланах ырă кăмăлпа çỹрени те, пит çинче йăлтăр кулă çиçсе тăни те — пурте сывлăх. Виççĕмĕш пил: «Ăслă-тăнлă пул!» Паянхи кăткăс машинăсене ĕçлеттерес тесен нумай пĕлес, кĕнеке ытларах вулас пулать. Ахальтен мар чăваш халăхĕ ăса чи мала хунă, çапла каланă: «Ăс-тăн ылтăнран та хаклă». Тăваттăмĕш пил: «Ырăпа ырă пул!» Ырри çĕнтерет, усалли пĕтерет. Ырă вăрлăхран — ырă çимĕç. Ырă сăмах юмана та чун панă, тет. Ыр сăмах каланипе чĕлхе хăрса ỹкес çук, тенĕ ваттисем. Пиллĕкмĕш пил: «Туслăхра — вăй». Çак шухăшсем тĕрĕссине ваттисен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «Туслăх мултан та хаклăрах» е «Тусу хăвăнтан лайăх пултăр»…

Ача пăхса ỹстересси — йывăр та яваплă ĕç. Çĕршыва кирлĕ‚ халăха усă кỹрекен çын пăхса çитĕнтернĕ кашни ашшĕ-амăшĕ мĕн тери телейлĕ. «Çын пул!» — тет чăваш. Çак шухăшах çирĕплетеççĕ И.Я.Яковлевăн «Ỹкĕтĕнчи» сăмахсем: «Ырă çын пул! Ватă çынсене хисепле. Тантăшсем умĕнче пуçна каçăртса ан çỹре. Хăвăнтан кĕçĕннисене кăмăл кỹр. Аçупа аннỹне хисепле. Пĕчĕккисене ан макăрт. Сана усал тума мар‚ ырă тума çуратнă. Ăна эсĕ ан ман. Усал ĕçсем ан ту‚ усал сăмахсем ан кала. Аслисем калаçнă чух вĕсен сăмахĕсене тăнла‚ ан пỹл»…

Ман шутпа, çак сăмахсем паянхи кун та кивелмен.

Валерий ТЕЛЕЙ.
Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code