Тĕмерте иртнĕ çул «Пуçару бюджечĕ» проектпа усă курса ял варринче таса çăлкуçпа юнашар шыва кĕмелли вырăна пилĕк стеналлă çурт вырнаçтарса лартрĕç. Ялти кашни çемье тенĕ пекех тума хутшăнчĕ çак ĕçе.
Халăхран хывмалли укçа-тенке ялта пурăнакансем те, тĕрлĕ тăрăхра тĕпленнĕ ентешсем те пачĕç. Подряд организацийĕ — Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО тара тытнă Алексей Матросов бригади пĕтĕм ĕçĕн пысăк пайне (çурт тăрринчи купол çине лартнă Турă хĕресне хатĕрленисĕр пуçне) пурнăçларĕ. Чăннипех те илемлĕ те хăтлă пулса тăчĕ çак сăваплă вырăн. «Малашне кунта карта тытса çавăрсан тата та меллĕ пулĕччĕ», — хăйĕн шухăшне пĕлтерет ял халăхĕ.
Шел пулин те, чуна пăшăрхантаракан тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ: çак сăваплă вырăна шыв илме е шыва кĕме килекенсем хăйсем хыççăн вараласа, çỹп-çап пăрахса хăвараççĕ. Ялти хăш-пĕр çемье выльăхĕсене кĕтĕве яманни те пăшăрхантарать — сурăхсемпе ĕнесем ку таврашра çỹресе çак илемлĕ вырăна варалаççĕ.
Çак кунсенче ял хастарĕсем пĕрле пуçтарăнса пархатарлă ĕç пурнăçларĕç — çăлкуç таврашне, çурта тасатрĕç, тирпейлерĕç.
Манăн хаçат урлă халăхран çапла ыйтас килет: «Вырăнти тата урăх тăрăхран килекенсем! Таса çуртра килти пек тирпейлĕхпе тасалăха пăхăнасчĕ. Выльăх тытакансем! Чĕлхесĕр янаварсене çак çăлкуç патне ярса варласа пĕтересрен асăрханасчĕ.
М.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре çурта тата ун таврашне тасатрĕç.