Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханăр!

Асăрханăр!

Интернет уçлăхĕнче вырнаçнă 340 лавкка ветеринари препарачĕсемпе суту-илỹ тунă. Çакна Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче тупса палăртнă, ку ĕçе чарса лартма ыйтнă.

327 сайтра выльăх эмелĕсене лицензисĕр сутнă, 13 сайтри препаратсем ветеринарсем усă курмалли эмелсен Патшалăх реестрĕнче пачах та регистрациленмен. Хальхи вăхăтра Роскомнадзор 240 сайт йĕркене пăсса ĕçленине çирĕплетнĕ. Теприсене малалла тишкереççĕ. Интернет лавккисенче эмел туяннă чухне вăл контрафакт е ветеринари реестрĕнче регистрациленмен тавар пулнине, выльăх-чĕрлĕх сывлăхне сиен кỹме пултарнине тата хăйĕн сиплев тухăçлăхне чакарнине шута илмеллине управлени ĕçченĕсем тепĕр хут аса илтереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code