«Учитель» — нихăçан кивелмен, ĕмĕрлĕх сăмах. Учитель пирки тăтăшах мухтав кĕвви янратаççĕ. Тĕпчевсем вара çакна çирĕплетеççĕ: кашни виççĕмĕш шкулта пысăк педагогика династийĕсен представителĕсем вăй хураççĕ. Çĕнĕ Пăвари шкулти Турхансен ĕç династийĕ пирки те çакнах каламалла. Вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ — 116 çул.
Династи никĕслевçи — Андрей Васильевич Турхан (псевдонимĕ — Турхан Энтри) пирĕн шкулта 1937 çултан пуçласа 1962 çулччен (пурĕ — 25 çул) вăй хунă. 1888 çулхи августăн 21-мĕшĕнче вăл вăхăтра Теччĕ уесне кĕнĕ Турхан ялĕнче çуралнă. Вăл — поэт, куçаруçă, учитель, священник. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1907 çулта Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ, Мускаври ют чĕлхесен пĕрремĕш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1913-1916 çулсенче Казахстанра пурăннă, учитель, священник, 1930-мĕш çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнче преподаватель пулса ĕçленĕ.
Турхан Энтри литература лаççинче 1904 çултан пултарулăхне туптанă, патриотла тата революци сĕмĕллĕ сăвăсем шăрçаланă.
Тытăр пăшал! Урамра граждансем!
Мăн революци ĕçне хăтарар!
Пур урамра — баррикадăмăрсем.
Тухăр часрах! Виличчен çапăçар!..
Хăйĕн сăввисемпе произведенийĕсенче патшана хирĕç уççăн çырнăран тата университетри митингсемпе демонстрацисене хутшăннăран 1937-1939 çулсенче Андрей Турхана халăх тăшманĕсен шутне кĕртнĕ. Ывăлĕ Василий Андреевич каласа кăтартнă тăрăх, унăн ашшĕ хура ĕçре ытлашшиех пиçĕхмен, вăл нумай вĕреннĕ, сăвăсем çырнă, темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ.
1905 çулта Ж.Б.Мольерăн «Скупой» комедине, 1906 çулта Е.Боголюбовăн «Спартак» историллĕ очеркне, Л.Н.Толстой повеçĕсене, вырăс халăх юррисене чăвашла куçарнă. Сăвăсене силлабо-тоника виçипе чи малтан çырма тытăннисенчен пĕри пулнă. Андрей Турхан 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «История чувашского народа» очерк авторĕ те. Поэт архивĕнче 1920 çулта çырнă «Тĕпсакай» пьеса упранать. Унта вăл сахал пĕлỹллĕ хресчен çыннисен пурнăçне çутатса пама тăрăшнă.
Вăл 1972 çулхи майăн 25-мĕшĕнче вилнĕ.
Алексей Григорьевич Турхан пирĕн шкулта 13 çул (1961-1974 ç.) ĕçленĕ. Вăл 1944 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. Çав çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1951 çулхи октябрь уйăхĕ таран çар службинче тăнă. 1952 çулта Канашри механизаци шкулне пĕтернĕ хыççăн 1956 çулччен Елчĕкри МТСра механик-комбайнер пулса вăй хунă. 1956 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 1961 çулхи июнь уйăхĕччен Шупашкарти художество училищинче вĕреннĕ, пĕр вăхăт К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче художник пулса ĕçленĕ. 1961 çултан пуçласа 1974 çулччен Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта рисовани, черчени тата машиноведени предмечĕсене ертсе пынă. Вăл 7 теçеткене яхăн ỹкерчĕк калăпланă. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна РСФСР çутĕç Министерствин Хисеп грамотине (1968 ç.) парса чыс тунă. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем, икĕ ывăлĕ (Олег тата Игорь) ашшĕн çулне суйласа илнĕ: рисовани тата черчени учителĕсем пулса тăнă.
Олег Алексеевич Турхан (псевдонимĕ — Ултияр) Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарти 50-мĕш шкулта рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. Олег Турхан хăй пирки çапла аса илни пур:
«Малтан пĕтĕм пурнăçа тинĕспе çыхăнтарма шут тытнăччĕ. Атте вилнĕ хыççăн шухăшăма улăштартăм: тинĕс тармасть ниçта та, искусствăна хăнăхас, вĕренес терĕм. Аттерен юлнă сăрăсемпе ытти хатĕрсене алла илтĕм, пуçĕпех илемлĕх тĕнчине путрăм».
Игорь Алексеевич Турхан 1978 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулхинех ун чухнехи «Урожай» колхоз правленийĕн направленийĕпе вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн тăван колхозра инженер пулса ĕçлеме тытăннă. Анчах унăн ỹкерес туртăмĕ вăйлăрах пулнă, çапла майпа 1988 çулта Çĕнĕ Пăвари шкулта ĕçлеме тытăннă вăл. Пĕр вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче — художествăпа графика факультетĕнче ăс пухнă.
Людмила Пантелеймоновна Турхан — РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 35 çул, вăл шкулта 1978 çултан пуçласа 2013 çулччен вăй хунă, аслă категориллĕ учитель.
Людмила Турхан 1957 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. 1974 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн тăван шкула таврăннă, математика предметне ертсе пыма тытăннă.
19 çул директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Людмила Пантелеймоновна кирек хăш лару-тăрура та хăйне тивĕçлипе тытма пĕлнĕ, учительсен коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче ят-сум çĕнсе илнĕ. Вăл Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне районта, республикăра иртекен педагогика конкурсĕсене те нумай хутчен хутшăннă, тăтăшах призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Хисеплĕ çыннăмăр Людмла Турхан йывăр чире çĕнтереймесĕр кăçалхи майăн 15-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Луиза Михайловна Турхан Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 1990-2007 çулсенче ĕçленĕ. 1966 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă. Вăл математика, физика тата географи предмечĕсене ертсе пынă. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара — 32 çул. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Институтран вĕренсе тухнă хыççăнах Курнавăшри вăтам шкулта математика предметне вĕрентнĕ.
Шкулта çамрăк йĕрлевçĕсен экологи кружокне ертсе пынă. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе (2022 ç.) наградăланă.
Турхансен педагогика династине хальхи вăхăтра вĕсен кинĕ Диана Анатольевна Турхан малалла тăсать. Вăл 1989 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 2012 çултан тытăнса ĕçлет. Чи малтанах вăл музыка тата технологи предмечĕсене вĕрентнĕ. 2017 çултанпа — директор. Çавăн пекех вăл хими, музыка, ИЗО предмечĕсене те ертсе пырать. Хăйĕнчен, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан ертỹçĕ кĕске вăхăтра коллективра, ашшĕ-амăшĕсен умĕнче те пысăк хисеп çĕнсе илме пултарчĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнакан çамрăк ертỹçĕ пур çĕрте те малти ретре. Çакна тĕрлĕ çулсенче тивĕçнĕ нумай наградăсем те çирĕплетсе параççĕ.
Директор тăрăшулăхĕпе хастарлăхне пула Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
Диана Турхан РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕнче вĕреннĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче професси пĕлĕвĕн ăсталăхне туптанă, тăтăшах тĕрлĕ курссенче вĕренсе пĕлĕвне ỹстерет.
Т.БЫКОВА,
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул учителĕ.