Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ăнăçу килĕштерсе ĕçлесен килет

Ăнăçу килĕштерсе ĕçлесен килет

РФ Следстви органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви уйрăмĕн муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн ертỹçи Николай Яковлев хăй ертсе пыракан пайăн кăçалхи çур çулăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурин ĕçченĕсемпе пĕрле следстви комитечĕн тỹпи пысăк. Следстви комитечĕн ĕçченĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илỹ туни, ĕçченсене ĕç укçи тỹлеменни, ĕç сыхлав йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла преступленисем. РФ Уголовнăй кодексне улшăнусем кĕртнĕ май следстви комитечĕн ĕçченĕсем йывăр тата уйрăмах йывăр пĕтĕм преступление, налук сферинчи йĕркесĕрлĕхе тĕпчеççĕ. Уйрăм право тăрăмĕллĕ граждансене (кунта депутатсем, пĕтĕм шайри влаçăн суйлавлă должноçне йышăнакансем, адвокатсем тата ыттисем те кĕреççĕ) уголовнăй майпа явап тыттарасси те тĕп тивĕçсен шутĕнче.

— Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетỹсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси пирĕн ĕçре тĕп тĕллев пулса тăрать, — палăртать Николай Петрович. — Майлă самантпа усă курса ветерансене тата сотрудниксене тĕрĕслĕхшĕн, халăх интересĕсене пурнăçлакан ырми-канми пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп, уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Сăмах май, 2023 çулхи 6 уйăхра асăннă пай 33 уголовлă ĕç пуçарнă, çав шутран 28-шне вĕçленĕ. Çак тапхăрта следстви пайне 77 гражданин тĕрлĕ ыйтупа тухнă, ĕçченсем 78 çынна харпăр ыйтăвĕпе йышăннă.

Следстви ĕçĕнчи çитĕнỹсене пай ĕçченĕсем прокуратура ĕçченĕсемпе, районсенчи полици пайĕсен сотрудникĕсемпе, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата халăхпа килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçленинче кураççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code