Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çĕнĕ Пăвасем — çĕнтерỹçĕсем

Çĕнĕ Пăвасем — çĕнтерỹçĕсем

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри шкул — 2023» смотр-конкурсра çĕнтернĕ.

Пултарулăх тупăшăвне «Федеральные СМИ РФ» издательство çурчĕн редакци коллегийĕ ирттернĕ. Унта педагогика коллективĕсен управлени практикин чи лайăх енĕсене, ĕç опытне, вĕренỹпе воспитани тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене çул панине тата ыттине те хакланă.

Коллектива çĕнтерỹçĕн Хисеп грамотипе, удостоверенипе, медальпе чысланă. Çулталăка вĕренỹ ĕçĕн актуаллă ыйтăвĕсемпе çыхăннă журналне илсе тăма Сертификат панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code