Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика Пуçлăхĕ хуравлать

Республика Пуçлăхĕ хуравлать

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «тỹрĕ лини» ирттерет.

Çавна май нейросетьпе пуçласа усă курĕç. Пуçлăха тĕрлĕ майпа ыйту пама пулать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче ятарлă формăна тултармалла. Олег Николаевăн Телеграм-каналĕнчи е Контактри «Чăваш Республики» ушкăнри пост айне аудио е видеоçыру хăвармалла. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче 8(8352) 565-100 телефонпа колл-центра шăнкăравламалла. Трансляцие Олег Николаевăн Телеграм-каналĕнче, Контактри «Чăваш Республики» ушкăнра, Элтияр Александровăн страницинче, Чăваш наци телерадио эфирĕнче курма тата итлеме май пулĕ. «Хыпар» хаçатăн Телеграм-каналĕнче трансляцин чăвашла текстне çырĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code