Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кун йĕркинче – финанс ыйтăвĕ

Кун йĕркинче – финанс ыйтăвĕ

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева ертсе пынă. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕ Марина Павлова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Депутатсем чи малтанах Елчĕк районĕн 2020 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан йышăнăвне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарнă.

2020 çулта бюджетăн тупăшсен пайĕ 486678,6 пин тенкĕпе, расхутсен пайĕ – 507598,8 пин, дефицит 20920,2 пин тенкĕпе танлашнă. Харпăр /налук тата налук шутне кĕмен/ тупăшсем 81091,6 пин тенкĕлĕх пурнăçланнă.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 504752,6 пин, расхутсен пайĕ 528444,7 пин тенкĕ пулнă. Районăн пĕрлештернĕ бюджетне пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ калăпăшĕн 79,6 проценчĕ – каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ, 20,4 проценчĕ – харпăр тупăш.

Бюджета 10 уйрăма тĕллевлĕн расхутланă: укçа-тенкĕн 49,4 процентне /260861,9 пин тенкĕ/ – «Вĕрентÿ», 12,7 процентне /66875,5 пин тенкĕ/ – «Культура», 11,8 процентне /62472,3 пин тенкĕ/ – «Патшалăхăн пĕрлехи ыйтăвĕсем», 9,9 процентне /52083,6 пин тенкĕ/ – «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх», 8,4 процентне /44310,9 пин тенкĕ/ тата ытти те.

Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн дефицичĕ 23692,1 пин тенкĕпе танлашнă.

Халăх суйлавçисем малалла «Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2020 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă 4Ÿ2-с йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ, ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code