Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн ĕçпе халăх кăмăллă пултăр

Пирĕн ĕçпе халăх кăмăллă пултăр

Хăйсен бизнесне ăнăçлă аталантарса ыттисем валли те тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç вырăнĕ тупса паракан предпринимательсем сахал мар районта. Вĕсенчен пĕри — Леонид Григорьев ертсе пыракан ушкăн. Ăна ашшĕпе пĕрле ывăлĕсем — Григорий, Алексей тата Александр йĕркелесе пыраççĕ. Кунта кашни çын тивĕçе чыслăн пурнăçлать.

Пĕр тăвансенчен пĕринпе — ĕçшĕн çунакан, çĕнĕлĕхе, ырă та пархатарлă шухăш-ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнтăлакан теветкеллĕ çамрăкпа Григорий Григорьевпа тĕл пулма тỹр килчĕ çак кунсенче. Ялта юлса хăйĕн ĕçне йĕркелесе ярасси пирки ачаранах ĕмĕтленнĕ Григорий брусчатка, черепица, профнастил, тротуар плитки хатĕрлессипе тимлет.

— Аттен ырă тĕслĕхне ăша хывса тата ăна тĕрлĕ ĕçре пулăшса çитĕнни бизнес ĕçне пуçăнма май пачĕ, — тет Григорий. Унăн мăшăрĕ Наталья та кунта тăрăшать. Хальхи вăхăтра 3 уйăхри ачипе декретлă отпускра вăл. Çемье 2 ывăл тата пĕр хĕр çитĕнтерет.

Леонид Григорьев уйрăм предприниматель патĕнче 20 ытла çын тăрăшать.

Халăха паракан пулăшу тĕрлĕ енлĕ. Çын вилсен тăванĕсене ăна пытарма кирлĕ япаласемпе тивĕçтернисĕр пуçне вил тăприсем çине мрамортан, гранитран палăксем лартассипе, вĕсен тавра карта тытассипе тимлеççĕ кунти ĕçченсем. Çав вăхăтрах сад-пахча, предприяти-организаци умĕсене тытса çавăрма хỹме-карта, хапха таврашĕ ăсталаççĕ (метала хăйсемех хитрелетсе аваççĕ, эрешлеççĕ). Халăх ыйтнипе мунча кăмакисем, шыв бакĕсем, пахчана вырнаçтармалли душсем, мангалсем, саксем, таканккасем ăсталассине те ĕçе кĕртнĕ. Фотокерамикăпа та ăнăçлă ĕçлеççĕ.

— Мĕнлерех пулмалла, пахалăхлă хăш енсене мала хумалла паян бизнеса ăнăçлă аталантарас тесен? — ыйтатăп çамрăкран.

— Малти вырăнта яваплăха туйни пулмалла. Чи кирли — йывăрлăхсенчен хăрамасăр ыранхи пурнăçа шанса малалла çирĕппĕн пусăмлани, халăх пирĕн ĕçпе кăмăллă юлтăр тесен шаннă ĕçе тĕплĕн те пахалăхлăн пурнăçлани, — палăртать Григорий Григорьев.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Григорий Григорьев хатĕр брусчаткăн пахалăхĕпе паллашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code