Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 90лет

Аваллăха упраса

Район çыннисем тăрăшуллă та харсăр ĕçпе кăна мар, чун-чĕре пуянлăхĕ иксĕлми пулнипе те палăраççĕ. Акă, Кавалти Николай Михайлович Казаковпа Аслă Шăхальти Владимир Мефодьевич Волков аваллăха упраса хăварас тесе килте музей йĕркелеме ăсталăх çитернĕ. Казаковсен управĕ пирки эпир хамăр хаçатра иртнĕ çулсенчех çырнăччĕ. Волковсен музейĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Владимир Мефодьевича чылай çул

Подробнее

Елчĕкри ГЭС: вăхăт тата çынсем

Çуллахи ăшă каç. Кĕçĕн Пăла шывĕн çыранĕ хĕрринче тăнă май çырмари шыв хĕвел çутипе йăлтăртатса илни темĕнле асамлă çутă пек туйăнса каять. Шыв вакă чулсем çийĕн шăнкăртатса юхса сасă кăларнă май иртнĕ çулсенче ку вырăнта Елчĕк ГЭСĕ пулни аса килет. Вăхăт хистенĕрен иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри ял çынни те

Подробнее

Мухтанатăп вăйлă та ĕçчен, юратнă çынсемпе пĕрле

Хамăн пурнăçра физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе ытларах тимленĕ специалист пулнă май, тăван районти паллă педагогсемпе, журналистсемпе тата канăçсăр таврапĕлỹçĕсемпе танлаштарсан, район историне сахалтарах пĕлетĕп, паллах. Апла пулин те Елчĕк районне туса хунăранпа кăçал 90 çул çитнĕ май, тăтăшах хамăн çамрăклăха тата Пăла тăрăхĕнче вăй хунă вăхăта

Подробнее

Елчĕк енĕм, санăн çыннусем ĕçчен те, чаплă та, мухтавлă та

Тăван районăмăрăн кун-çул кĕнеки тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пуянланчĕ: эрнекун _ чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Елчĕк районĕ сумлă 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак кун истори страницинче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлма та тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ мухтавлă тăхăр теçетке çулта тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăннине чăн-чăн патриот чĕринче нихăçан

Подробнее

Состоялось торжественное мероприятие, посвященное 90-летию со дня образования Яльчикского района

Сегодня для Яльчикского района особенный день – район празднует 90-летие со дня образования. Этот праздник объединяет людей разных поколений, для которых Яльчикский район был и остается самым близким и родным местом на земле. В фойе центрального дома культуры гостей и жителей района встретили выставочные экспозиции, освещающие жизнь и быт Яльчикского района,

Подробнее

Мухтавлă тăхăр теçетке

Н.П. МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Маншăн кăна çапларах туйăнать-и, е ыттисемшĕн те çавăн пек, паянхи самана çиçĕмле хăвăрт иртет: уйăх е çулталăк хыçа юлнине те сиссе юлаймастăн. Акă, эпĕ те, ултă теçеткерен каçрăм пулсан та, ачалăхран хальхи тапхăра тинтерех кăна çитнĕ пек туятăп. Ялти тĕттĕмлĕх, урамра чĕркуç таран пылчăк çăрăлни

Подробнее

Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

1935 çулта тунă çак сăн ỹкерчĕкре Чăваш Республикинчи малта пыракан ял хуçалăх ĕçченĕсене куратпăр, вĕсем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур. Иккĕмĕш ретре тăракансем хушшинче: сулахайран иккĕмĕшĕ - Емельян Никитич Чернов, сылтăмран тăваттăмĕшĕ - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Деомид Павлович Павлов, пиллĕкмĕшĕ - Максим Стахеевич Стахеев. Вĕсем виççĕшĕ те

Подробнее

Тỹрĕ чунлă, вĕри юнлă

Çак сăмахсене тивĕçет Патреккелте çуралса ỹснĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ Петр Николаевич Теплов, темиçе уйăх каялла тăхăрвун пиллĕкмĕш çул пуçтарма тытăннăскер. Çур ĕмĕр каялла, 1962 çулхи пуш уйăхĕнче пулчĕ ку. Ун чухне пĕр вăхăт (виçĕ çул патнелле) Патăрьелĕнчи ял хуçалăх производство управленийĕн парткомне пăхăнса тăнă Елчĕк тăрăхĕнчи коммунистсен конференцийĕ иртнĕ кăначчĕ

Подробнее

«Чунăм манăн, Елчĕк ен»

Районăн 90 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ кунсенче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тата историпе тăван тавралăх музейĕнче çутă кỹлĕ хĕрринче - Çуткỹл ялĕнче çуралнă, кунти тăван тавралăхăн ытарайми илемне мĕн ачаран ăша хывса çитĕннĕ ỹнер ăстин Василий Софронович Васильевăн "Чунăм манăн, Елчĕк ен" куравĕ уçăлчĕ. Кун-çул шăпи ăна çак çулсем тăршшĕпех

Подробнее

Истори фестивалĕнче

Районăн сумлă юбилейне вĕренỹ учрежденийĕсем тĕплĕ хатĕрленнине Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ "Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем" истори фестивалĕ яр уççăн кăтартса пачĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, шкул ертỹçисем, район çыннисем йышлăн хутшăнчĕç. Фестиваль Раççей, Чăваш Ен, Елчĕк

Подробнее