Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăр çинчен кăна шутламалла мар…

Хамăр çинчен кăна шутламалла мар…

Юнкун республикăра, вăл шутра Елчĕк муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕп вулавăшра пуçтарăннă май тишкерчĕç.

Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстересси çинчен Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова тĕплĕ каласа пачĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçне чăннипех çапла йĕркелеме округра майсем çителĕксĕр мар. Поликлиника, ун çумĕнчи талăклăх тата кăнтăрлахи стационарсен, 7 врач амбулатори, 23 фельдшерпа акушер пункчĕн тытăмĕсенче паянхи куна пациентсене вăтам звенори 111 медицина ĕçченĕ йышăнать. Вĕсенчен пенси шутĕнчисем — 57,7 процент. Тухтăрсен пĕтĕмĕшле йышĕ — 28, тивĕçлĕ канăва тухнине пăхсан — 64 процент. Шурă халатлисем паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе округри 15740 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, вăл шутран 17 çула çитичченхисем — 2274, ĕçлекен граждансем — 8522.

Халăха медицина пулăшăвĕ парассинче куçса çỹрекен мобильлĕ ФАП вăйĕпе те анлăн усă кураççĕ. Ытларах 100 çынран сахалтарах пурăнакан ялсене çитме тĕллевлĕ. 2023 çулта çапла майпа вырăнсене 81 хутчен тухнă, 1081 çынна тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ панă.

Округра сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕ пĕр вырăнта тăмасть: çулсерен çĕнĕ сиплев объекчĕсем (хаçатра çутатсах тăратпăр) хута каяççĕ, вĕсем хальхи вăхăта тивĕçтерекен оборудованисемпе пуянланаççĕ. Кăçал кăна, тĕслĕхрен, 2 рентген аппарачĕ, 4 электрокардиограф, 2 «Лада» çăмăл автомашина, 5 дефибриллятор, 1 монитор тата медицина сĕтел-пуканĕ туяннă.

Надежда Викторовна хăйĕн сăмахĕнче кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне те пытармарĕ. Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă наци проекчĕсен программисемпе усă курмаççĕ мар кунта. Нумаях пулмасть 5 специалиста коллектива йышăннă. Çамрăк кадрсем вырăнта тымар яччăр тесе тĕллевлĕ вĕренĕве те направлени параççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен йышĕнче 17 пулас тухтăр тата 11 медицина ĕçченĕ. Пысăк ушкăн мар-и? Вĕсем тăван ен патриочĕсем пулсан тем пекехчĕ те.

Вăтам пурнăç çулĕ округра пĕлтĕр 83 çулпа (2021 çулта — 80) танлашнă. Уйрăммăн хĕрарăмсен — 77(74), арçынсен — 71 (67) çул. Палăртнă тапхăрта 286 çын çĕре кĕнĕ. 2015 çултан (317) пуçласа çак таранччен тишкерсен вилекенсен йышĕ чылай чакнă курăнать. Пурпĕрех эрехпе наркăмăшланнипе пурнăçран уйрăлнисен тĕслĕхĕсем сисчĕвлентереççĕ…

Информкунри иккĕмĕш ыйту — «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕн сервис майĕсем çинчен» округ пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова чарăнса тăчĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — куллен çĕнĕлĕхсене ăса хывмалла. Халăха электронлă майпа пулăшу парассинче те. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2020 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи 474-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн 2030 çулччен çынсене çĕнĕ технологи вăйĕпе пулăшассине 95 процента çитермелле. Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн округра массăллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе халăха 94,98 процент таранччен пулăшма пултарнă, иртнĕ çул çак тапхăрта — 18 процент çеç.

Электронлă сервиспа усă курса округра ытларах çак ыйтусене çĕкленĕ: нумай ачаллă çемьесен тỹлевсĕр çĕр лаптăкне учета илесси, патшалăх е муниципаллă харпăрлăхри çĕр лаптăкне харпăрлăха, арендăна, ялан усă курма парасси, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене каякан ачасем пирки заявленисем йышăнасси тата учета илесси.

Марина Николаевна муниципалитет округĕн территорийĕнче пурнăçланакан патшалăх (муниципалитет) программисем çинчен те калаçу пуçарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2023 çултан пуçласа 2035 çулччен Елчĕк тăрăхĕнче 23 программăна ĕçе кĕртмелле. Округăн кăçалхи бюджечĕ 18 муниципаллă программăран йĕркеленнĕ. Сумми — 599221 пин тенкĕ. Пилĕк программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ пăхса хăварман.

Сăмах май «Пуçару бюджечĕ» пирки те сăмах тухрĕ те, территори пайĕсенче ку тĕлĕшпе аван ĕçлеççĕ. Тепĕр çула нихçанхинчен нумай — 70 ытла проект пăхса хăварнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсене çирĕплетессипе çыхăннă документсене васкавлă йĕркелесси кăна юлать. Çавăн пекех хăш-пĕр культурăпа вĕренỹ учрежденийĕсенче те тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ…

Пĕрлехи информаци кунĕ çавра сĕтел хушшинче калаçнипе çеç вĕçленмерĕ. Марина Павлова ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри Мир урамĕнче пурăнакансемпе те тĕл пулчĕ. Çивĕч ыйту хистевĕпе.

Унта Елчĕкри газ участокĕн службин начальникĕ, Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова та хутшăннă. Вăл каланă тăрăх, çут çанталăк газĕ ăшăпа хăтлăх кăна мар, инкек те кỹме пултарать. Чăваш Енре 2023 çулта сĕрĕмпе наркăмăшланнă пилĕк тĕслĕхре 14 çын инкек курнă, вĕсенчен 4-шĕ пурнăçран уйрăлнă.

Синкерлĕ çакнашкал пулăмран мĕнле сыхланмалла? Тĕтĕм çулне (дымоход) ялан юсавлăхра тытмалла. Ăна çулталăкне 3 хутчен тĕрĕслеттермелле. Çурт умĕнчи газ пăрăхне пăхса тăрассине те документпа çирĕплетни кирлĕ. Специалист вăл ĕçсене тỹлевсĕр пурнăçламасть, паллах. Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем вара техника тĕрĕслевĕ йĕркелеме договор тума шутламаççĕ. Сĕрĕм инкекĕ сисĕмсĕр çуралать, çавăнпа харпăр хăйшĕн кăна мар, пурин пурнăçĕ пирки шутлас пулать.

2023 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕнче газпа тивĕçтересси çинчен» калакан Федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн газ приборĕсемпе, оборудованийĕсемпе, ытти тĕрĕслевпе çыхăннă техника ĕçĕсене пурнăçлассипе çĕнĕ çултан пирĕн регионта «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерла общество ĕçлеме тытăнĕ. Урăхла каласан, пирĕн пурин те, кирек мĕнле çуртра е хваттерте пурăнатпăр пулсан та, çулталăк вĕçлениччен асăннă организаципе килĕшỹ тумалла. Ăна филиалта — Елчĕкри газ участокĕнче йĕркелеме май пур. Çумра паспорт, СНИЛС, ИНН пулмалла. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе унти специалистсем хăйсем сирĕн пата киле пыма пултараççĕ. Çĕнĕрен договор тăвасси — тỹлевсĕр. Газпромпа килĕшỹ тума хирĕçлесен сире уйрăм заявлени çыртарĕç. Çав вăхăтрах ултавçăсенчен асăрханмаллине те шута илесчĕ…

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова çав кунах граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code