Пурнăç шăпи камăн мĕнлерех вĕт: пĕри çут тĕнченех сусăр килет, тепри çамрăкла сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшать, виççĕмĕшĕ ватлăх çулĕсенче йывăрланать.
Хăшĕ-пĕри çапла инвалид пулса тăрать пулин те, кашниех вĕсем — обществăн уйрăлми пайĕ. Хăйсен вăй-халлă тапхăрĕнче производствăра е ытти сферăра тăрăшса ят-сума тивĕçнисем те сахал мар вĕсен хушшинче. Сывлăхĕ хавшасан та алă усса ларакансем мар — паян та общество ĕçĕнче хастар.
«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă турăмăр та, унта та активлă хутшăнчĕç вĕсем. Малтанах пуçтарăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова, инвалидсен обществин регионти организацийĕн председателĕ Вероника Михайлова, округри çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Роза Молодова саламларĕç, вырăнти обществăн пултаруллă членĕсене — Александр Портновпа (Аслă Пăла Тимеш) Василий Орлова (Каркалар) регион пĕрлĕхĕн, çак йĕркесен авторне ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Малалла ятарлă субъектсен представителĕсемпе — халăха социаллă пулăшу паракан, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, РФ Пенси фончĕн округри клиент службин, тĕп больницăн ертỹçисемпе «çавра сĕтел» иртрĕ. Пуçтарăннисен чылай ыйтăвне тулли хурав пачĕç ертỹçĕсем.
Пирĕн общество уйрăмĕн ĕçне çỹлерех асăннă организацисен ĕçченĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çавăнпа та Владимир Федорова, Наталья Николаевăна, Владимир Егорова, «Улăп» ФОК тата Елчĕкри культура керменĕн коллективĕсене тав хучĕсемпе хавхалантартăмăр.
Пирĕн округра пурĕ 1567 сусăр çын шутланать пулсан, инвалидсен обществин уйрăмĕнче учетра 385-ĕн. Хăйсем тĕллĕн çỹреме пултаракансем чылаййăн килнĕ тĕл пулăва. Хăшĕ-пĕрин ал ĕçĕсемпе те интересленсе паллашрĕç. Ăс-тăн, вăй-хал тĕрĕслевĕнче те аптăрасах тăмарĕç: шашкăлла выляссипе, 30 метра чупассипе, дартс, джакколо, шаффлборт вăййисенче маттур пулчĕç.
Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем тулли кăмăл-туйăмпа пурăнаççĕ, округ аталанăвне май пур таран хăйсен тỹпине хываççĕ. Елчĕкри культура ĕçченĕсен юррисем вара пушшех çĕкленỹ кỹчĕç.
Людмила АНИСИМОВА,
инвалидсен обществин округри уйрăмĕн ертỹçи.