Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Ыт ахальтен мар, паллах. Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламентне шăпах çак шкул директорĕ Диана Турхан ертсе пырать.
Мĕн калăн, шкул сăн-сăпачĕ тул енчен те, шал енчен те илемлĕ. Çулсерен мар, уйăхсерен тенĕ пек çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртес тесе тăрăшаççĕ кунта.
Хальхинче те сумлă хăнасене кĕтсе коридорта çамрăк алă ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕн Наталия Филиппован тĕррисемпе, Светлана Федорован чечекĕсемпе тата шкул ачисен пултарулăхĕпе форума хутшăннисем интересленсе паллашрĕç кăна мар, хăйсем те маçтăрсемпе пĕрле йĕп тытса чăваш тĕррин эрешĕсене тĕрлерĕç.
«Малашлăх — пирĕнте» мероприяти «Çавра сĕтел» форматпа иртрĕ. Унта республикăри паллă спикерсем хутшăнчĕç. Пирĕн тăрăхра пуçласа. Çавăнпа та ку енчисем тăван чĕлхепе калаçнине тимлĕ итлерĕç вĕсем. Çакна та палăртса хăварам: округ ертỹлĕхĕ чăвашла калаçнине те куç сиктермесĕр тăнласа ларчĕç.
Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Иван Филиппов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Ксения Семенова, Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Анна Никитина, «Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн» директорĕ Лилия Шакурова, Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерỹ волонтерĕсем» общество юхăмĕн ертỹçи Илья Денисов, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
Чи малтанах Марина Николаевна тĕл пулăва пухăннисемпе куçа-куçăн калаçма хавас пулнине пĕлтерчĕ. Округ ертỹлĕхĕ кирек хăçан та çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашма, сĕнỹ-канашĕсене пĕрле сỹтсе явма хатĕррине, вĕсен умне тухса тăракан ыйтусене татса пама хатĕррине, паян тăрăшуллă ял çынни хăйĕн курăмлă ĕçне йĕркелесе кăтарма май пуррине палăртрĕ.
И.Филиппов хăйĕн калаçăвĕнче çакна палăртрĕ:
— Регионта çамрăксен политикине ĕçе кĕртме май пурри — пысăк телей. Çавăнпа вырăнти влаçпа çамрăксен пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Çакă вăл хамăртан кăна килет. Малашлăх пирте, çамрăксенче.
Яш-кĕрĕме «Яла — кадрсем» электронлă презентаципе, çамрăксем валли мĕнле грантсем пуррипе, волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕç.
Унтан хăнасем тĕл пулăва килнисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Çавра сĕтел хушшинчи уçă калаçу пуриншĕн те вырăнлă пулчĕ.
Тĕл пулу Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕпе çамрăксен политикин управленийĕ пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснипе вĕçленчĕ.
Паян хамăр тăван кĕтесре çĕнĕ ĕç пуçарас текенсене — çул уçă. Малалла талпăнмалла, хăвăра килĕшекен ĕç суйласа илмелле кăна. Ку енĕпе вырăнти власть пулăшу аллине тăсать. Çĕнĕлĕхрен шикленмелле мар çеç.
Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.