Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар пулсан та…

Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар пулсан та…

Пысăках мар Тỹскел ялĕ. Анчах та Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан 150 ытла çын алла хĕç-пăшал тытнă. Вĕсенчен 70 ентешĕн ачисемпе арăмĕсем тăлăха тăрса юлнă. Вăрçăра хĕрарăмсем те пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Терентий Ермолаев, Сергей Петров, Леонтий Шашков çемйисенчен тăватшар-пилĕкшер çын вăрçа тухса кайнă. Арçынсемпе танах хĕрсем те паттăрлăх кăтартнă — хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăнисем ялта саккăрăн. Мария Судакова вăрçă пуçланнă чухне вун тăххăр та тултарман пулнă. Разведкăна арçынсемпе танах çỹренĕ, орден-медале тивĕçнĕ.

Сергеевсен çемйинчен икĕ хĕр хăйĕн ирĕкĕпе çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннă. Наталия медицина сестри пулнă, аманнă салтаксене вут-çулăм айĕнчен сахал мар сĕтĕрсе тухнă, ордена тивĕçнĕ. Упăшки, Леонид Васильевич Галкин, çар хирургĕ, госпиталь начальникĕ пулнă май вăрçă пĕтсен те сахал мар ветерана вилĕмрен хăтарнă. Железноводск хулинче çĕре кĕнĕ Наталья Ивановна.

Тамара Ивановна Сергеева минометчица, связистка пулнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Харсăрскер вăрçă хыççăн ялти шкулта ачасене вĕрентсе «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пултаруллă хĕре Республикăн Аслă Канашĕн депутатне те суйланă. Миршĕн кĕрешекенсен юхăмне хастар хутшăннă вĕрентекен. 1982 çулта Мир фондне 5 пин тенкĕ ытла хывнă вăл (питĕ пысăк укçа пулнă çакă вăл вăхăтра), уншăн ăна ылтăн медальпе наградăланă. Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм выçă ачасене килне илсе кайса апат çитернĕ, алса-чăлха çыхса панă.

Тихон Семенович Мальцевăн хĕрĕ Анюта — Брест крепоçĕн хỹтĕлевçи пулнă. Тăшман пĕр уйăх илеймен паттăр крепоçа. Апат-çимĕç, шыв, эмелсем пĕтсе çитсен хĕрарăмсемпе ачасене тыткăна яма, хĕç-пăшал тытма пултаракансем крепоçа юлашки салтак юлмиччен хỹтĕлеме йышăннă. Пĕр вĕçĕмсĕр персе тăнăран пулемет кĕпçисем хĕрсе кайнă. Вĕсене сивĕтме шыв пулманран аманнисем хăйсен пайне пулемет валли хăварнă. Анюта тыткăна кайма килĕшмен, хăйĕн 2 çулхи ачине пĕр хĕрарăма шанса парса арçынсемпе тан хỹтĕлевçĕсен ретне тăнă. Вăрçă пĕтсен 20 çултан тин шыраса тупнă медсестра хăйĕн ывăлне. Джоуль ывăлĕ каярах Харьков хулинче инженер-метростроевец пулса ĕçленĕ.

Евгения Зайцева медицина сестри вăрçă чарăнсан нумай пурăнайман. Çапла, хĕрарăм ĕçĕ мар çав вăрçă вăрçасси. Унăн мăшăрĕ те — Иван Миронович пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

Ольга Шашкова аслă сержант вăрçăра командир пултарулăхне те кăтартнă. Çирĕп хĕрарăм киле таврăнсан Таяпа Энтри шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ, куçăмсăр майпа аслă шкул пĕтернĕ.

Зинаида Степанова Елчĕк шкулĕнче ĕçлесе нумай ачана пĕлỹ тĕнчи тăрăх çавăтса пынă. Вăл та хăйĕн чи илемлĕ вăхăтне вăрçă хирĕнче, вут-çулăм айĕнче ирттернĕ.

— Вăрçă пĕтнĕренпе чылай çул иртрĕ, анчах та хăлхара мина шăхăрни, снаряд çурăлнă сасă халĕ те янăрать, канлĕн çывăрма памасть, — каласа панă Глафира Зайцева ветеран.

Софья Доброхотова та вăрçă нушине чылай астивнĕ. Темле йывăр пулсан та пĕр пăтлă пулса каякан салтак аттине арçынсемпе тан сĕтĕрнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code